Кӑмпа ҫини те, ҫӗлен сӑхни те аптӑратать
Иртнӗ эрнере васкавлӑ пулӑшу бригади 7 пине яхӑн пациент патне ҫитнӗ. Вӗсенчен 2,5 пин ҫынна сывлав органӗсен чирӗсем нушалантарнӑ, 1,5 пин ҫын юн ҫаврӑнӑш тытӑмӗн чирӗсемпе аптӑранӑ. 112 пациентӑн инсульт, 17-шӗн инфаркт палӑрнӑ. 700 ҫын тӗрлӗрен майпа суранланнӑ, вӗсенчен 29-ӑшӗ ҫул ҫинче инкек тӳснӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи 59 ҫулти арҫын пахчара утӑ ҫулнӑ вӑхӑтра урине кастарнӑ. Кӳршӗ хӗрарӑмӗ ҫакна асӑрхаса васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илнӗ. Фельдшер бригади ӑна кирлӗ пулӑшу панӑ та больницӑна илсе ҫитернӗ.
Ҫав кунах Шупашкар районӗнчи 52 ҫулти арҫын кӑмпа ҫисе наркӑмӑшланнӑ. Унӑн вар-хырӑмне тасатма, больницӑна выртарма тивнӗ. Пӗр кун маларах Канаш районӗнчи хӗрарӑм ҫырла пуҫтарнӑ чухне сӑпсасен тӗлне пулнӑ. Ҫак хурт-кӑпшанкӑ ҫыртнине пула аллерги пуҫланнӑ. Васкавлӑ пулӑшу бригади хӗрарӑма больницӑна илсе ҫитернӗ.
Тата маларах вара Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм дачӑна кайсан курӑк хушшинче ҫӗлен курнӑ та ун патнерех пынӑ. Ӑна ҫӗлен сӑхнӑ. Фельдшерсем хӗрарӑма кирлӗ пулӑшу парса больницӑна илсе ҫитернӗ.
Хӑвӑра упрӑр! Ҫуллахи вӑхӑтра уйрӑмах асӑрхануллӑ пулма тивет.
www.hypar.ru Medicin.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас