Индустри паркĕнче çĕнĕ цех уçăлчĕ

31 Юпа, 2017

 

Паян Шупашкарти Индустри паркĕн территорийĕнче Чăваш Енре çĕнĕ отрасль çуралчĕ - трубопровод арматури туса кăларакан «БИРС Арматура» тулли мар яваплă обществăн производство цехĕ уçăлчĕ. Савăнăçлă уява Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Республикăра газ, нефть, хими, машиностроени промышленноçĕсем валли çĕнĕ отрасль хута кайнине, РФ Президенчĕ Владимир Путин бизнеса аталантарма пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ.

"Предприяти продукцийĕ малашне Раççей Федерацийĕнче çеç мар, чикĕ леш енче те тивĕçлĕ вырăн йышăнĕ, - терĕ Михаил Васильевич. - Кунта вăй хуракансен лайăх ĕçлесе илме майсем пур. Çамрăксем Раççей, çавăн пекех Чăваш Ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлессе шанатăп".

«БИРС Арматура» ОООра 40 çын вăй хурать. Уйăхри ĕç укçи 24600 тенкĕпе (республикăри вăтам шалу - 22736 тенкĕ) танлашать. Тĕп ĕç хатĕрĕ туянса пулнă тăкака саплаштарма патшалăх 6,3 млн тенкĕпе пулăшнă. Пĕчĕк формăллă предприятисене наука-техника хутлăхĕнче аталанма пулăшакан фонд 29,8 млн тенкĕлĕх грант уйăрнă.

"Пирĕн компани 10 çул каялла йĕркеленчĕ, - пĕлтерчĕ «БИРС» компани ушкăнĕн управляющийĕ Вадим Сироткин. - Эпир хамăрăн производство çурчĕ пуласса ĕмĕтленеттĕмĕр. Вăл тинех пурнăçа кĕчĕ. Икĕ çул каялла коллектив продукцин пĕр тĕсне çеç туса кăларма пултарнă. Халĕ вăл çичче çитрĕ. Тавар пысăк пусăма тата температурăна тÿсĕмлĕ. Инçет Çурçĕрте ăна уйрăмах хапăл".

М. Игнатьев производство цехĕнче йĕркеленĕ курав продукцийĕн тĕслĕхĕсемпе паллашрĕ, рабочисемпе тĕл пулса калаçрĕ.

 

Комментари хушас