Хуран кукли хатĕрлессипе ăмăртнă
Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче наци кухнин «Тараватлă Чăваш Ен» фестивалĕ иртрĕ.
Уяв евĕр мероприятие Чăваш Енри апат-çимĕç продукцийĕпе ĕçлекен тĕрлĕ предприяти хутшăнчĕ, ытти регионтан килнĕ ăстасем те пулчĕç. Кашниех хăйĕн лапамĕнче чăваш-апат-çимĕçĕпе паллаштарчĕ. Пушкăртстанран килнĕ конкурсантсем, сăмахран, пушкăрт кухнинчи хăш-пĕр мелпе усă курса чăваш апатне — хуран кукли — хатĕрленĕ.
Азат Низамутдинов – Ĕпхӳри «Сыровар» ресторан шеф-поварĕ. Çак фестивале хутшăнма чĕнсен хаваспах килĕшнине пĕлтерчĕ.
— «Шупашкар мана питĕ килĕшрĕ. Çанталăкĕ шăрăх. Фестивале лайăх йĕркеленĕ. Концерт та кăмăла çĕклет. Пĕтĕмпех питĕ илемлĕ. Кунта татах килессе шанатăп. Эпир чăвашсен наци апатне — хуран кукли — хамăр курнă пек хатĕрлерĕмĕр. Ăшне тултарнине кура виçĕ тĕрлĕ пулчĕç вĕсем: пылланă хĕрлĕ кăшманпа тата хурăн çырлипе, иккĕмĕшĕ — хамăр патра кăларакан тăпăрчăпа тата сливкипе, виççĕмĕшĕ — сельдерей çулçипе, страчателлăпа /сыр/ тата кинзапа. Çакна пĕтĕмпех кедр мăйăрĕнчен хатĕрленĕ кремпа сĕтел çине лартрăмăр, - терĕ пушкăрт хăни.
www.hypar.ru Лариса ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕ
Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
Комментари хушас