Хĕрарăмсен союзĕ черетлĕ съезда пуçтарăнчĕ

24 Çĕртме, 2020

Паян республикăри «Хĕрарăмсен союзĕ» общество организацийĕ черетлĕ XIX съезда пуçтарăнчĕ.

Кăштах историе аса илес тăк, хĕрарăмсен пĕрремĕш конференцийĕ 1960 çулхи çĕртме уйăхĕнче иртнĕ. Чăваш Енре хĕрарăмсен канашĕ 1965 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче йĕркеленнĕ.

Çемье хаклăхне упрас, ача-пăчапа этемлĕхĕн черчен пайне тÿрремĕнех пырса тивекен ыйтусене татса парассипе хастар ĕçлет общество организацийĕ. Паянхи кун унăн ĕçне хулари 5 тата районсенче йĕркеленнĕ 21 уйрăм пурнăçлать. 500 ытла хастар хĕрарăм пĕр тĕллевлĕ пулса тăрăшать.

Сĕезд ĕçне ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев, РФ Федераци Канашĕн председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Николай Федоров, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков та хутшăнчĕç.

— Çакна палăртас килет: хĕрарăмăн, чăваш хĕрарăмĕн пĕлтĕрешĕ питех те сумлă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче çул-йĕр тунă чухне те малтисен ретĕнче пулнă. Вăрçă çулĕсенче те хĕрарăм фронтра та пулнă, тылра та хастар ĕçленĕ. Халĕ те вĕсен пурнăçри вырăнĕ питех те пĕлтерĕшлĕ: анне те, мăшăр та вăл. Вĕсемсĕр йывăр кăна мар, пурăнма çук, — палăртрĕ Олег Алексеевич.

Николай Васильевич чăваш хĕрарăмĕн чиперлĕхне, хастарлăхне, ĕçченлĕхне палăртма Некрасовăн йĕркисемпе усă курчĕ: чăваш ял-салинче питех те чипер хĕрарăмсем пурăннине, вĕсем тем тума та пултарнине палăртрĕ.

Анатолий Геннадьевич этемлĕхĕн черчен пайне арçынсене юратнăшăн, кил-çурт вучахне упранăшăн, хăйсене шеллемесĕр ырми-канми тăрăшнăшăн тав турĕ.

Сĕезд ĕçĕ-хĕлĕнче палăртнă ыйтусенчен пĕри — 2017 çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа паянхи кунччен тунă ĕçсемпе паллаштарасси. Хĕрарăмсен союзĕн ырă пуçару нумаййине палăртмалла. Юлашки виçĕ çулта кăна маларах йышăннă тата çĕнĕ 19 проекта пурнăçа кĕртнĕ. Вĕсен йышĕнче çемье хаклăхне, халăх йăли-йĕркине ăруран-ăрăва куçарса пырса упрама хистекеннисем те, куллен тĕл пулакан йывăр ыйтусене татса пама пулăшассипе çыхăннисем те.

Юлашки çулсенче туса ирттернĕ ĕçпе паллаштарнă хыççăн Союз ертÿçи Алевтина Федорова малашне ку ĕçе пурнăçлама килĕшменнине пĕлтерчĕ. Патшалăх службинче тăрăшнă май вăхăт çитменнипе сăлтавларĕ çакна ЧР вĕрентÿ министрĕн пĕрремĕш заместителĕ. Хĕрарăмсен союзĕн хастарĕсем пĕр сасăллăн пулса ку тивĕçе малашне пурнăçлама Наталья Николаевăна шанчĕç.

Видеосем кунта...

www.hypar.ru

 

Комментари хушас