Ĕçтешĕмĕре республикăн Спорт министерстви чысланă

26 Пуш, 2018

Чăваш Енĕн Физкультурăпа спорт министерстви 2017 çулхи ĕç-хĕле тишкернĕ. Ларура, хăнăхнă йăлапа, тĕрлĕ смотр-конкурсра çĕнтернисене те чысланă.

Министерствăн коллегийĕн анлă ларăвне журналистсен хушшинче çулсерен иртекен «Спорт стилĕ» конкурс çĕнтерÿçисене те йыхравланă. «Хыпар» издательство çурчĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат корреспонденчĕ Татьяна Наумова «Куçа-куçăн. Чи лайăх интервью» номинацире çĕнтернĕ.

«Профессие парăннăшăн» номинацире «Хыпар» издательство çурчĕн нумай кăларăмĕпе туслă çыхăну тытакан Петр Сидоров палăрнă. Сăмах май, вăл «ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята та тивĕçнĕ. 

ЧР Спорт министерствин сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Теги: 
Автор: 

Комментари хушас