Çырла фестивалĕ иртрĕ

12 Утă, 2023

Паян Шупашкар округĕнчи Шĕнерпуç территори уйрăмĕнчи Хыркасси ялĕнче Пĕрремĕш çырла фестивалĕ иртрĕ.

Унта декоративлă ÿсен-тăран, сад культурисем çитĕнтерекен, вĕсене апатлантармалли минерал удобренийĕпе, сăтăрçăсемпе кĕрешмелли хими препарачĕпе, хунав-тĕмпе, вăрлăхпа тивĕçтерекен организацисем, хресчен-фермер хуçалăхĕсем, уйрăм предпринимательсем, Шупашкар хулипе муниципалитет округĕнче пурăнакансем хутшăнчĕç.

Фестивале ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та пырса курчĕ. Павильонсене кĕрсе республикăра туса илекен çырла тата унран хатĕрленĕ продукци тĕслĕхĕсене тишкерчĕ.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: 

Комментари хушас