Çут çанталăка хÿтĕлекенсем професси уявне палăртрĕç

15 Авăн, 2017

Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççейри экологи çулталăкне тата Вăрман ĕçченĕсен кунне халалланă савăнăçлă пухăва хутшăннисем çак ыйту хуравне шырарĕç.

ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Александр Коршунов 2016 çулта Шупашкар çумĕнчи Заовражнăй станцине уçлакан ĕçмелли шыв пăрăхĕсен тĕпне ларакан хутăша тытса юлса утилизацилени, Çĕнĕ Шупашкарти биологин тасату хатĕрĕсене реконструкцилес ĕç малалла пыни çинчен пĕлтерчĕ. Спутник хула çумĕнчи йăлари хытă каяш полигонне хута ярса республикăра пуçтаракан ăпăр-тапăра утилизацилеме тытăннине, каяша уйăракан комплекссем ĕçленине аса илтерчĕ.

— Малашне санитари-экологи нормативĕсене тивĕçтермен полигонсене хупатпăр, — терĕ. — Муниципалитетсенче каяш пухассине регион операторĕ йĕркелеме тытăнĕ. Ăна уйăрса Çĕнĕ Шупашкарти полигона тиесе яракан станцисем уçăпăр. Экологи проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕрен тата çут çанталăка çине тăрсах хÿтĕленĕрен Чăваш Ен Раççейре мала тухнă 5 регион хушшинче, федерацин Атăлçи округĕнче пĕрремĕш вырăнта. Вăрман фондĕнче 590 пин гектар ешĕллĕх шутланать. Ăна республика пуянлăхне упрассишĕн тăрăшакан çынсем хÿтĕлеççĕ.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахне патшалăхпа муниципалитет органĕсем, вăрманçăсем, экологсем, çут çанталăк тусĕсем пĕрле тăрăшнăран иртнĕ çулсенче тавралăха хÿтĕлес тĕлĕшпе пурнăçланă пысăк ĕçсене хакланинчен пуçларĕ. Вăл вăрман фондне упраса хăварнăшăн, ăнăçлă хÿтĕленĕшĕн хуçалăх ветеранĕсене тав турĕ. Çут çанталăк ресурсĕсене сыхлама, экологи хутшăнăвĕсене йĕркелеме хастар хутшăннăшăн вăрманçăсемпе экологсен пĕр ушкăнне патшалăх наградисене пачĕ.

 

CAP.RU порталти сăн ÿкерчĕк.

Теги: 

Комментари хушас