Çĕмĕрлери шкул ачасене кĕтсе илме хатĕрленет

2 Çурла, 2018

Республикăри шкулсенче хальхи вăхăтра хĕрÿ ĕç пырать. Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе кунта классене, столовăйсемпе спорт залĕсене юсаççĕ, сăрлаççĕ, территорие хăтлăлатаççĕ.

Çĕмĕрле хулинчи 1-мĕш шкулта та ĕç вĕрет. Унта паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çитсе курчĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнипе паллашрĕ. Ку вĕренÿ учрежденине тĕпрен юсама йышăннă. Пĕрремĕш тапхăрта картлашкасене, классене, пĕчĕк акт залне йĕркене кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра кунта тĕплĕ юсавăн иккĕмĕш тапхăрĕ пырать. Строительсем пысăк акт тата спорт залĕнче ĕçлеççĕ, стенасене штукатурка тăваççĕ, урай хăмисене хăпăтса плитка çыпăçтараççĕ. Шкул директорĕ Татьяна Полякова ĕçсене çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен вĕçлессине, ачасене хăтлă та илемлĕ шкул кĕтсе илессине пĕлтерчĕ.

Сирĕн çитĕнÿсем мана та савăнтараççĕ, — терĕ Михаил Васильевич. — Пирĕн ачасен ырлăхĕшĕн тăрăшмалла.

Рубрика: 

Комментари хушас