Наталья Хлесткина Европа чемпионĕ ятне черетлĕ хутчен тивĕçнĕ
4 Apr, 2017 | Спорт

Çак кунсенче Хорватири Сплит хулинче йывăр атлетика енĕпе Европа чемпионачĕ пырать. Унта хутшăнакан Раççей командин членĕсенчен Чăваш Енри Наталья Хлесткина ылтăн медале тивĕçнĕ. Çапла вăл икĕ хутчен Европа чемпионки пулса тăнă. Пĕлтĕр Наталья 63 килограмчченхи виçере çĕнтернĕ. Кăçал спортсменка хăйĕн вăйне 58 килограмчченхи виçере кăтартать.

25 çулти хĕр ăсталăха Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ Геннадий Иванов патĕнче Валериан Соколов ячĕллĕ спорт шкулĕнче туптать. Европăн хальхи чемпионатĕнче спортсменка штангăна помост çинчен йăтса илсе тата кăкăр çинчен тĕртсе пĕтĕмпе 214 (95+119) килограмм çĕкленĕ.

Сăмах май, 2014 çулта Кипрти Лимассол хулинче иртнĕ Европа ăмăртăвĕнче 63 килограмлисен ушкăнĕнче тупăшса вăл Европăн виçĕ рекордне çĕнетнĕччĕ: 108 килограмлă штангăна сулласа çĕклеме пултарнă, 137-ллине кăкăр çинчен тĕртнĕ. Икĕ енлĕ кĕрешÿре 245 очко пухнăскер ун чухне ăмăртăвăн абсолютлă çĕнтерÿçин ятне тивĕçнĕччĕ.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА. ЧР Спорт министерствин сайтĕнчи сăнÿкерчĕк.

Комментари хушас