Çак кунсенче Хорватири Сплит хулинче йывăр атлетика енĕпе Европа чемпионачĕ пырать. Унта хутшăнакан Раççей командин членĕсенчен Чăваш Енри Наталья Хлесткина ылтăн медале тивĕçнĕ. Çапла вăл икĕ хутчен Европа чемпионки пулса тăнă. Пĕлтĕр Наталья 63 килограмчченхи виçере çĕнтернĕ.