«Нарспипе» «Хыпар» Мускава тыткăнларĕç
Туслăхпа тăванлăх кĕрекисенче чылай пулса курнă халиччен, анчах та кун пеккинче пулманччĕ-ха.
Пĕтĕмпех - «Нарспине» пула.
Иртнĕ çул вĕçĕнчех пĕлтерсе хунăччĕ мана Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи Полномочиллĕ представителĕ Леонид Валерьевич Волков кăçалхи февральте Мускавра Литература çулталăкне тата К.В.Ивановăн черетлĕ сумлă юбилейне халалланă уяв ирттересси пирки. Эп пĕлетĕп: Леонид Валерьевич сăмахне яланах тытать, шантарнине тăвать, палăртнине пурнăçлатех. Кун пирки нимле иккĕленÿ те пулма пултараймасть! Шанчăклă çын вăл - Леонид Волков, чăн-чăн Чăваш!
Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи представительстви Аслă поэтăмăра Константин Иванова халалланă асăну каçĕ Раççейĕн тĕп хулинчи чи сумлă та паллă культура центрĕсенчен пĕринче - Мускаври Национальноçсен çуртĕнче /Çĕнĕ Басманная урам, 4-мĕш çурт, 1-мĕш строени/ шăматкун пулса иртрĕ. Л.В.Волков йыхравланипе асăннă уява виççĕн кайрăмăр Шупашкартан - РФ тава тивĕçлĕ художникĕ, ЧР халăх художникĕ Праски Витти, ЧНК хастарĕ Тимĕр Тяпкин тата çак йĕркесен авторĕ.
Халăх пуçтарăниччен Виталий Петровичăн /Праски Виттин/ «Нарспи» темипе ÿкернĕ картинисен пысăках мар куравне йĕркелерĕç. Калас пулать, ку картинăсем туслăх каçне тата ытларах пуянлатма та чăвашлатма нумай пулăшрĕç. Акă зала çынсем пуçтарăнма тытăнчĕç: уйрăмшарăн та килеççĕ, ушкăнпа та... Кăшт вăхăт иртсен Национальноçсен çурчĕн тĕп залĕ тулмаллипех тулчĕ - ларма мар, тăма та вырăн юлмарĕ /ку - тĕрĕсси, ÿстерсе калани мар!/
Асăнупа туслăх каçне «Мускаври Национальноçсен çурчĕ» патшалăх бюджет учрежденийĕн директорĕ, В.В.Путинăн шаннă çынни, Раççей Правительствин культурăри çитĕнÿсемшĕн паракан премийĕн лауреачĕ Николай Петрович Комаров уçрĕ.
Чăваш халăхĕпе чăваш культури, Константин Ивановпа «Нарспи» поэма пирки Николай Петрович пĕтĕм чĕререн хисеплесе те чунтан юратса каларĕ. Уйрăммăн илсен, хăйĕн сăмахĕнче вăл чăваш халăхĕн конфликтсăрлăхне палăртса хăварчĕ. Унтан Л.В.Волков сăмах илчĕ, вăл уява пухăннă сумлă ентешĕмĕрсене, хаклă хăнасене ăшшăн тав турĕ, пурне те ырлăх-сывлăх, телей, туслăхпа килĕшÿ сунчĕ.
Леонид Валерьевич хăйĕн сăмахĕнче ун патне юлашки вăхăтра питĕ нумай çын К.В.Иванова асăнса Мускавра палăк лартассипе çыхăннă ыйтăва тĕп хуламăрăн ертÿçисен умĕнче хускатма ыйтса çыру çырни, шăнкăравлани пирки асăнса хăварчĕ. Çакна илтсен залра ларакансем хĕрÿллĕн алă çупрĕç, хăйсем «Нарспи» авторне асăнса Мускавра палăк лартма палăртнине чунтан ырланине пĕлтерчĕç. Сăмах май каласан, кăшт каярах, хăйне сăмах парсан, йышлă та сумлă хăнасенчен пĕри, тутарсен Мускаври наци культура автономийĕнче ĕçлекенскер, кун пирки татăклăн çапла каларĕ: «Константин Ивановăн палăкĕ Мускавра пулмаллах! Эпир, тутарсем, хамăрăн аслă Габдулла Тукайăмăр пулса курнă е пурăннă пур хулара та палăк лартрăмăр - Аçтăрханра та, Уральскра та, Хусанта та. Юлашкинчен Тукай палăкне Мускавра уçрăмăр».
Уява Л.В.Волковпа иксĕмĕр ертсе пытăмăр. Манăн, ытти-хыттисĕр пуçне, К.В.Ивановăн пултарулăхĕ çинчен, «Нарспи» поэма çинчен тĕплĕнрех каласа пама тиврĕ. Хамăн сăмахăмра эпĕ «Нарспи» поэмăпа унăн ĕмĕр çамрăк авторне А.Твардовский, Мустай Карим, Ангел Тодоров, П.Хусанкай, Леон Робель, Г.Айхи еплерех пысăка хурса хакланине тепĕр хут аса илтертĕм. Эпĕ каланине хăйсен енчен пирĕн хаклă хăнамăрсем - эрменсем те, венгрсем те, пăлхарсем те, тутарсем те, пушкăртсем те... - çирĕплетрĕç.
«Нарспи» сыпăкĕсем иртнĕ шăматкун Мускавра пăлхарла, венгрла, вырăсла, тутарла, пушкăртла тата, паллах, чăвашла янăрарĕç. Çакна кĕтрете эрмен, пушкăрт, тутар, вырăс, чăваш юррисем илемлетрĕç. Тĕнчипе паллă сĕрмекупăсçăн ăсталăхĕпе те килентĕмĕр эпир, фортепьяно та савăнтарчĕ пире. Еплерех юрларĕç тата Елена Соловьевăпа Ирина Шоркина чăваш пикисем!.. Çакна çапах та хăвăн куçупа курмалла, хăвăн итлемелле.
Юрă-кĕвĕ тенĕрен... Çапах та «чи-чи-чи!» текенни вăл - çав уявра тĕнчипе паллă «Подмосковные вечера» юрра Мускав чăвашĕсен «Атăл» хорĕ... чăвашла шăрантарни пулчĕ!
Эх, еплерех янăрать «Мускав çывăхĕнчи каçсем» юрă чăвашла! Унăн сăввине, Л.В.Волков питĕ ыйтнипе, Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер куçарнă. Куçарнă кăна мар, тĕлĕнмелле чаплă та ăнăçлă куçарнă. Чыс та мухтав сана, хаклă Юрий Семенович! Мерттес!
* * *
... Çук, темле тăрăшсан та, питĕ тĕплĕн çырса пĕлтереес çук иртнĕ шăматкун Мускаври чи паллă культурăпа общество центрĕсенчен пĕринче пулса иртнĕ, тăватă сехете тăсăлнă Чăвашлăхпа Туслăх, Поэзипе Киленÿ Уявĕ çинчен!..
Чăваш халăхĕ Раççейри Литература çулталăкĕнче, Чăваш Енри К.В.Иванов çулталăкĕнче тунă черетлĕ пысăк çитĕнÿ пулчĕ ку уяв, ку асăну каçĕ. Шансах тăратăп: малта пире çĕнĕ çитĕнÿсем, çĕнĕ çĕнтерÿсем кĕтеççĕ.
Статья вĕçĕнче кĕскен «Хыпарăн» пĕрремĕш страницинчи сăнÿкерчĕк ăçта тата епле «çурални» çинчен каласа хăварам.
Мускаври Национальноçсен çуртне кайиччен эпĕ Чăваш Енĕн Раççей Президенчĕ çумĕнчи представительствинчи Чăваш культурин центрĕнче çак центрта кашни шăматкун чăвашла тĕрĕс калаçма тата çырма вĕренекен ентешсемпе тĕл пултăм. Кам кăна çук вĕсен хушшинче - полковникĕ те, доценчĕ те, студенчĕ те, рабочийĕ те! Шăпах çак ытарма çук ырă та хастар ентешĕмĕрсене куратăр та эсир сăнÿкерчĕкре. Вĕсен аллисенче мĕн тетĕр-и? «Хыпар», паллах! Паллах, «Хыпар» хаçат!
Валери ТУРКАЙ
Комментари хушас