«Нарспи» тĕрлĕ чĕлхепе янăрарĕ

30 Ака, 2015

"Библиокаç" - çуллен йĕркелекен вулав фестивалĕ. Вăл 2012 çултанпа çĕршывĕпех иртет. Кăçал ăна Раççейри - Литература, Чăваш Республикинчи Константин Иванов çулталăкĕнчи тĕп мероприятисен шутне кĕртнĕ.

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче каç кÿлĕм Наци библиотекине тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем пуçтарăнчĕç. Алăкран кĕрсенех Константин Ивановăн "Нарспи" поэмине вулани илтĕнчĕ. Çакăнта килнисенчен чылайăшĕ поэма сыпăкĕсене пăхмасăр пĕлет. Эпĕ те ĕмĕрлĕхех ăс-тăнра çырăнса юлнă çав йĕркесене Марианна Красновăпа пĕрле ăшра вуларăм. Конкурса хутшăнас тесе ятарласах чăвашла тумланса килнĕ вăл. Тĕрлĕ чĕлхепе янăрарĕ "Нарспи". Çакăнти йĕркесене кашниех чун витĕр кăларма тăрăшрĕ.

Çапах та кам вăл Нарспи? Олег Прокопьев журналист йĕркеленĕ "çавра сĕтелте" литература тĕпчевçисем - Елена Лебедева, Виталий Станьял, Атнер Хусанкай, Юрий Артемьев тата ыттисем - хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç. Кашниех хăйне май тĕрĕс каланăн туйăнчĕ. Юлашкинчен сăмах илекенсем пĕрешкел пĕтĕмлетÿ патне пырса тухрĕç: авторăн поэмăна инкеклĕ вĕçлемесĕр май пулман.

Çав вăхăтрах мюзикл тăрăх ÿкернĕ "Нарспи" фильм пуçланчĕ. Ăна пĕлтĕрхи кинофестиваль вăхăтĕнче курнăччĕ. Андрей Васильев режиссер жюри членĕсем унăн ĕçне пысăк хак панине аса илчĕ. Ун чухне куракансем зала вырнаçайманни, çавăнпах ик айккипе пукан лартса пăхни унăн кăмăлне çĕкленĕ. Хальхинче те халăх йышлă пуçтарăннине палăртса хăварас килет. Унсăр пуçне библиотека кинозалĕсенче Константин Иванов пултарулăхне халалланă "Алран кайми" тата "Доктор Бассам. Приключения иностранца в России" документ фильмĕсем кăтартрĕç.

"Нарспие" ÿкеретпĕр" лапамра нумайăшĕ хăйĕн ăсталăхне тĕрĕслесе пăхрĕ. Ăна кашни хăйне май курниех кăсăклă. Нарспи шăпине пĕлмен çын, паллах, аллине хутпа кăранташ тытас çук.

Патшалăх тытăмĕнче ĕçлекен Светлана Павловăпа Дарья Федорова XVIII - XIX ĕмĕрте пичетленнĕ кĕнекесемпе кăсăкланчĕç. Архивра упранакан пурлăха перчеткесĕр тытма юрамасть.

Зинаида Воронова тата Евгения Жачева ăстасен ĕçĕсене халăх чарăнсах сăнать. Вĕсенче - чăваш халăхĕн культури, йăли-йĕрки, ĕмĕртен ĕмĕре куçакан пуянлăхĕ. Акă библиотека ĕçченĕ Наталья Морева çăм арлать. "Çамрăксем кĕнчелене тытсах пăхаççĕ", - ăнлантарать вăл. Наталья Васильевна ку ĕç хăйне евĕрлĕхĕ çинчен каласа кăтартать. Ĕлĕк хĕрсем кĕнчелепе ларма тухнă, чăлха-нуски çыхнă, тĕрĕ тĕрленĕ.

Фойерех чернилпа çырса пăхма, истори докуменчĕсемпе паллашма, почта урлă тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне хыпар яма май пулчĕ. "Библиокаç" программине вăйăсем, экскурсисем, кĕнеке куравĕсем пуянлатрĕç. Юрă-кĕвĕ мероприятие уяв сĕмĕ кĕртрĕ.

Хула-ял ытти библиотекинче те ăсталăх класĕсем, музыка рингĕсем, ятарлă акцисем иртрĕç. Çакă кĕнеке тусĕсен йышне пысăклатма пулăшасси иккĕлентермест.

 

Марина ТУМАЛАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.