"Нарспи" çĕнелсе таврăнĕ

26 Пуш, 2014

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче нумаях пулмасть Г.Хирбю композиторăн "Нарспи" оперине кăтартрĕç. Ăна, сăмах май, театр никĕслевçи, Раççей, Чăваш халăх артисчĕ Борис Марков çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă.

"Нарспие" Борис Марковах лартнă. Вăл сцена çине 1967 çулхи чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕнче тухнă. Тĕп партисене Тамара Чумаковăпа Лидия Сорокина /Нарспи/, Алексей Ковалев /Михетер/, Мефодий Денисов /Тăхтаман/ юрланă.

1989 çулта Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артистки Тамара Чумакова спектакле çĕнĕ пурнăç парнеленĕ. Çав постановка паянхи куна çитнĕ. "Нарспин" иккĕмĕш "ĕмĕрĕ" çакăнпа вĕçленнĕ. Виççĕмĕшне театрăн пултарулăх ертÿçи Ольга Нестерова парнелĕ. Театрта ку енĕпе ĕçе пуçăннă ĕнтĕ. Çĕнелнĕ "Нарспипе" куравçăсене кăçалхи кĕркунне паллаштарма шантараççĕ.


Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.