Наркотика ача лапамĕнче те пытартнă

6 Нарăс, 2018

Шупашкарти техникумсенчен пĕринче пĕрремĕш курсра вĕренекен хĕрĕн наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне хутшăннăшăн явап тытма тивет.

Следствипе Мускав район сучĕ палăртнă тăрăх, пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче хĕр сехетрен те катăкрах тапхăрта спайссем пытармалли 6 вăрттăн вырăн хатĕрленĕ. Наркăмăш вара унăн аллине электрон çыхăну тытнă «пĕлĕшĕнчен» лекнĕ. Фольгапа чĕркенĕ хутаçсене пике пурăнмалли çуртсен хутлăхĕнче вырнаçнă ача лапамĕсенче те пытартнă. Хĕрĕн саккунсăр хăтланăвне полици ĕçченĕсем чарнă. Шырав ирттернĕ май 3 грамм ытла спайс тупнă.

РФ Следстви комитечĕн республикăри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, следовательсем пухнă материал уголовлă ĕçе судра пăхса тухма çителĕклĕ пулнă. Хĕре условлă майпа ирĕкрен 5 çуллăха хăтарма йышăннă.

 

Комментари хушас