Наркотик ан пултăр - зонăра та, ирĕкре те

7 Раштав, 2013

Республикăри тĕрме-колонири 1,5 пине яхăн çынран /вĕсенчен 879-шĕ - хĕрарăмсем, 257-шĕ - ВИЧ-инфекципе чирленисем/ 570-шĕ - наркомансем, наркотикпе усă курнă çынсем. Çак цифрăсене Чăваш Республикин Наркотиксемпе кĕрешекен комиссийĕн юн кун ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче Федерацин айăплава пурнăçлакан службин республикăри управленийĕн пуçлăхĕ Алексей Нецкин пĕлтерчĕ.

Наркотик тутине ас тивнĕ йыш йĕплĕ карталлă учрежденисенче чăннипех пысăк, эппин, «шурă вилĕмпе» кĕрешес ĕçре шăпах тĕрме-колонире пурнăçлакан мерăсен витĕмĕ курăмлă. ФСИН ĕçченĕсем çакна ăнланни куç кĕрет. Вăл е ку преступленишĕн айăпланнă наркомансемпе кашнинпех уйрăммăн ĕçлеме тăрăшаççĕ. Паллах, вĕсем каллех наркотиксемпе усă курасран шанчăклă сыхланаççĕ. Колонисен территорийĕсенче юраман çав хутăшсене тупнă пĕр тĕслĕх те пулманни хурал çирĕппине ĕнентерет ĕнтĕ.

Зонăна наркотик пама, илсе кĕме тăнă тĕслĕхсем вара пулкалаççĕ. Кăçалхи 11 уйăхра ристансене пама тăнă май туртса илнĕ наркотиксен виçи - 1,2 кг ытла. ФСИН управленийĕн ĕçченĕсем тупнă информаци тăрăх туртса илнин виçи пушшех пысăк - 13 кг та иртет. Темле те чееленеççĕ. Колонисен карти урлă ристансене юраман тĕрлĕ япала ывăтса парасси йăлара. Унашкаллишĕн кăçал 115 çынна тытса чарнă. Пĕрне - шăпах наркотикшăн, ун пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Ристансемпе тĕл пулма килекенсене тĕплĕ тĕрĕслеççĕ. «Йăтса çÿремелли ятаралă лаборатори пур, вăл наркотиксемпе усă курнине палăртма май парать - ĕçре пысăк пулăшу кÿрет. Çавна май юраман хутăшсене тĕрме-колони алăкĕсенчен кĕричченех тупатпăр», - çирĕплетрĕ А.Нецкин.

Культура министрĕ Вадим Ефимов клуб учрежденийĕсене çĕнетни çынсене, уйрăмах çамрăксене, тĕрлĕ мероприятие явăçтарма пулăшни çинчен тĕслĕхсемпе каласа кăтартрĕ. Çакă, паллах, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç наркомани йышши усал пулăмсен тыткăнне лекесрен сыхланас енĕпе те витĕмлĕ. Сăмах май тенĕ пек М. Игнатьев культура учрежденийĕсен ертÿçисен хушшинче табак туртакансем пурри-çуккипе кăсăкланчĕ. Министр пĕлтернĕ тăрăх - директорсенчен пĕри те туртмасть, пултарулăх ертÿçисен хушшинче вара пирус йăсăрлантаракан темиçе çын пур-мĕн: «Вĕсем - пултарулăх çыннисем...» Ку çав çынсене тÿрре кăларнăн мар, «вĕсене туртма пăрахмашкăн ÿкĕтлени кăлăхах» тенĕн илтĕнчĕ.

Республика территорийĕнче кантăр çитĕнтернĕ май унăн наркотиклă тĕсĕсенчен сыхланасси пирки вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов сăмах илчĕ. Асăннă культурăна паян Чăваш Енре нумай çитĕнтермеççĕ. Пĕтĕмпе те икĕ тытăм çеç ĕçлет - Ял хуçалăх наука-тĕпчев институчĕ тата «Яблоко» ООО. Институт кăçал 2,6 га яхăн акнă, тулли мар яваплă общество - 43 га. Министр çирĕплетнĕ тăрăх - усă курма ирĕк панă сортсене акнă. Саккунпа килĕшÿллĕн çитĕнтерме юракан кантăр вăрринче тетрагидроканнабиол виçи 0,1% ытла пулмалла мар, кунта вара 0,06% кăна пулнă. Пĕтĕмпе 56 центнер кантăр туса илнĕ. Çитес çул «Яблоко» çак культура лаптăкне анлăлатасшăн.

Пĕр вăрлăхран çитĕнекен кантăрпа 3 çул таран ĕçлеме юрать, кайран хайхи наркотиклă хутăш виçи пысăкланать-мĕн - çакăнтан сыхланмалла. М.Игнатьев тепĕр самант пирки те асăрхаттарчĕ: «Ялта çапла та пулма пултарать вĕт: ака ĕçĕсене хутшăнакансем вăрлăха пĕри кăштах илет, тепри çур витре илсе каять - вăрттăн ÿсекен кантăр пулчĕ те. Çавнашкалли ан пултăр...» Асăрхаттару ăнсăртран мар. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, Улатăр районĕнчи Ичикс ялĕнче шăпах кантăрăн çавнашкал вăрттăн лаптăкне тупнăччĕ.

Комисси тишкернĕ ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем турĕ - вĕсем наркотиксем сарăласран хÿтĕленес, наркоманипе кĕрешес ĕçе тĕревлеме пулăшĕç.

 

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.