Налуксем ÿсĕмлĕ - бюджет тупăшлă

10 Кăрлач, 2017

ЧР Министрсен Кабинечĕн кăрлачăн 5-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче республика бюджетне пурнăçланин малтанхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Финанс министрĕ Светлана Енилина палăртнă тăрăх — тĕп финанс документне тупăш енĕпе 41,3 миллиарда яхăн тенкĕлĕх пурнăçланă. Ку планпа палăртнин 100,5% танлашать. Бюджета хывнă налуксен калăпăшĕ 2015 çулхинчен 17,5% ÿснĕ, каялла тавăрса памалла мар килнĕ укçа 500 миллион тенкĕ пысăкланнă. «Патшалăх парăмне чакарас енĕпе çине тăрса ĕçлетпĕр. Кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне вăл 14258,7 миллион тенкĕпе танлашнă. Ку хамăрăн тупăшсен 55,7% пулать», — тенĕ Светлана Александровна.

Республика бюджечĕн тăкакĕсем те пĕчĕкленнĕ. Çакăн тĕп сăлтавĕ — муниципалитетсем укçапа вăхăтра усă курманни. Унсăр пуçне тÿрĕ кăмăллă мар подрядчиксем те такăнтараççĕ, вĕсем ĕçсене вăхăтра пурнăçламаççĕ, объектсем валли укçа уйăрмалли йĕркене пăсаççĕ, тенĕ Светлана Енилина.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитетсен ку енĕпе яваплăха туймалли пирки асăрхаттарнă. Тĕслĕх вырăнне вăл Сĕнтĕрвăрринчи 1-мĕш гимназири строительство ĕçĕсене пурнăçлассипе çыхăннă лару-тăрупа паллаштарнă. Подрядчик — маларах патшалăх тата муниципалитет саккасĕсене пурнăçлайманнипе пĕрре кăна мар палăрнă çыннăн фирми. «Анисимов господин /Игорь Анатольевич Анисимов, «ВВС» ООО/ фирмăсем уçать, аукционсенче çĕнтерет, укçа илет, ĕçсем вара пурнăçланмасăр юлаççĕ. Тивĕçлĕ ведомствăсене унăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки эпĕ пĕрре кăна мар каланă. Çапла, форма тĕлĕшĕнчен саккуна пăсмасть, майне пĕлет, бюджет укçине кавычкăра ĕçе кĕртет, муниципалитетсем вара объектсемсĕр юлаççĕ. Муниципалитетсен пуçлăхĕсене асăрхаттаратăп: подрядчиксене суйласа илнĕ чух тимлĕ пулăр. Вăл е ку организацие кам ертсе пынине пăхăр. Иккĕленÿллĕ çынсемпе вĕсен фирмисем муниципалитетсен тата патшалăх аукционĕсене ан хутшăнайччăр тесе саккунпа килĕшÿллĕн пĕтĕмпех тумалла», — тенĕ Михаил Игнатьев.

Вăл Экономика аталанăвĕн министерствине тата ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Тĕрĕслев управленине тÿрĕ кăмăллă мар подрядчиксен реестрне çĕнетсех пымалли, фирмăсене кăна мар, вĕсен хыçĕнче тăракан çынсен ĕçне те сăнаса тăмалли пирки асăрхаттарнă.

Строительство министрĕ Владимир Михайлов сивве пăхмасăр республикăра пурăнакансене ăшăпа тивĕçтересси йĕркеллĕ пулса пынине палăртнă. Анчах энергоресурссемшĕн, уйрăммăн илсен газшăн тÿлессипе çыхăннă парăмсем тĕлĕшпе çивĕчлĕх пур. Хăшпĕр муниципалитетра парăм виçи çулталăк каяллахинчен 1,5-2 хут ÿснĕ. Пысăк парăмлисен шутĕнче — управляющи компанисем, ресурссемпе тивĕçтерекен организацисем. Михаил Игнатьев муниципалитетсен ертÿçисене Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕпе пĕрле парăмсене татас, тÿрĕ кăмăллă мар управляющисем рынокра ĕçлес тĕлĕшпе чарусем палăртас енĕпе мерăсем йышăнма хушнă.

Ларура Чăваш Республикин Промышленноç аталанăвĕн тата инвестици ĕç-хĕлĕн фондне туса хумалли мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин каланă тăрăх — фонд наукăна, çĕнĕ технологисене тĕпе хуракан производствăсене аталантарас, промышленноçри тата агрокомплексри производствăсене çĕнетес енĕпе ĕçлĕ. Унăн укçипе усă курса пурнăçлакан инвестици проекчĕсене пурнăçлани çитес çулсенчех 2 пин ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме май памалла.

«Федераци бюджетĕнче промышлен­ноçа тата инноваци ĕç-хĕлне аталантарма 20 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. Кашни предпринимателĕн федераци шайне тивĕçлĕ документсем тăратса пулăшу илме май пур. Эпир хамăр енчен фонд йĕркелетпĕр, чĕртаварпа çыхăнман экспорт сферинчи пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçлама 1,5 миллиард тенке яхăн уйăратпăр», — пĕтĕмлетнĕ Михаил Игнатьев.

Д.ВОЛКОВ

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.