Наци пуянлăхне упраççĕ

Мурманскри Чăваш культура центрĕн ертÿçи Раиса Садакова кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче тĕрлĕ наци «Туслăх уявĕ» фестивале хутшăнни пирки хăпартланса пĕлтерет. Ăна регионти халăхсен йăли-йĕркине сыхласа хăварас тĕлĕшпе вунпĕрмĕш хут йĕркелеççĕ. Кăçал вăл Мурманск, Кола, Апатиты, Заозерск Мончегорск, Ловозеро, Видяево çыннисене Сергей Киров ячĕллĕ культура керменне пуçтарнă. Мурманск облаçĕн шалти политика тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Михаил Шилов фестивале хутшăнакансен йышĕ çулсерен пысăкланнине палăртнă. «Пирĕн тăрăхра 100 ытла наци çынни пурăнать. Вĕсемшĕн пуриншĕн те туслăх нимрен хаклăрах», — тенĕ вăл.

Фестивале килнисем пĕр-пĕрне юрă-ташăпа тыткăнланă. Шăпчăк сассиллĕ Раиса Садакова çинчен «Мурманск хыпарçи» хаçатра çырнине палăртма кăмăллă.

«Куракансем уява ачасем хутшăннине пушшех ырларĕç. Халь кăна Раиса Садакова пĕчĕк мăнукĕсене сцена çине илсе тухатчĕ. Халĕ акă вĕсем — наци тумĕпе тата хитререх курăнакан хĕрсем», — хисеп çĕнсе илнĕскерне калем ăстисем палласа çитни çак йĕркесенчен те курăнать.

Туслăх уявĕнче йĕркеленĕ куравра тĕрлĕ наци çыннисем хăйсен хăйнеевĕрлĕхне кăтартнă. Чăвашсем те ăруран ăрăва куçакан халăх пуянлăхĕпе, йăли-йĕркипе паллаштарнă. Çăварни эрнине мĕнле ирттернине каласа кăтартни, сăмахран, ыттисемшĕн кăсăклă пулнă.

Концертра Чăваш культура центрĕ виçĕ юрă шăрантарнă. Залри халăх вĕсене çав тери ăшшăн йышăннă.

Марина ТУМАЛАНОВА хатĕрленĕ.

 

Марина ТУМАЛАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.