Музыка инструменчĕсем панă

18 Чÿк, 2014

Республикăра «Чăваш Енри пултаруллă ачасем» фестиваль иртнĕ май ноябрĕн 14-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче ачасен искусство тата музыка шкулĕсене музыка инструменчĕсем илмелли сертификатсем панă.

ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн пуçарăвĕпе Культура çулталăкĕнче республика бюджетĕнчен шкулсем валли музыка инструменчĕсем туянма 2 млн та 481 пин тенкĕ уйăрнă. Раççей Культура министерствинчен те çавăн чухлех параççĕ.

Çапла вара юлашки 20 çулта пуçласа Чăваш Енри ачасен музыка, искусство шкулĕсем паха тата хаклă йышши çĕнĕ 100 инструмент илнĕ. Шкулсем фортепьянăпа, балалайкăпа, тăмрапа, сĕрме купăспа, аккордеонпа, баянпа пуянланнă.

Иван Моторин премьер форума хутшăннисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе ăнăçлă ĕçлеме, пултарулăхра ăнăçусем суннă. Вăл палăртнă тăрăх - ку пĕр хут ирттерекен акци мар, республика Правительстви хушма пĕлÿ паракан шкулсен пурлăхпа техника никĕсне çĕнетме малашне те пулăшĕ.

Каласа хăвармалла: республикăри пултаруллă ачасене пулăшма, професси, пултарулăх тĕлĕшĕнчен малалла ÿсме хушма условисем йĕркелес тĕлĕшпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ çамрăксене /ача-пăча искусство шкулĕсен вĕренекенĕсене, студентсене тата специалистсене/ кашни çулах стипенди парса тăрать. Хăш-пĕр хулапа район администрацийĕ те талантлă ачасене пурлăх енĕпе пулăшать.

Чăваш Енре культурăпа искусство сферинче муниципалитетсен ачасен хушма пĕлÿ паракан 46 шкулĕ ĕçлет. Чăваш Енри çамрăк талантсем Раççей тата тĕнче шайĕнчи конкурссемпе фестивальсенче кашни çулах пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ.

А.ВАСИЛЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.