- Чăвашла верси
- Русская версия
«Музейра шăнăçманни — кĕнекемсенче»
Хăйĕн пурнăçĕнчи чи кăсăклă, чĕрене варăнса юлнă самантсем çинчен ыйтсан тĕрлĕ çын тĕрлĕ пулăма аса илет. Шупашкар районĕнчи Ишек ялĕнче пурăнакан, кунтах çуралса ÿснĕ Галина Соловьева пĕр иккĕленмесĕрех вырăнти тавра пĕлÿ музейĕнче ĕçленĕ тапхăра куçĕ умне кăларать. Шкулта 45 çул ачасене физикăпа тата математикăпа пĕлÿ параканскер /халĕ те такăрлатать-ха вăл педагог сукмакне/ 16 çул вăй хунă унта. Çав шутра 10-шне — тÿлевсĕр! Ку тапхăра халĕ те пăлханмасăр аса илеймест вăл.
Чĕре çывăхне илсе
Унпа хаçат вулаканĕсене паллаштарас шухăш вăл тăватă кĕнеке авторĕ пулнине пĕлсен çуралнăччĕ-ха. Чăн та, тăваттăмĕш, пуринчен те пĕлтерĕшлĕ кĕнеки «Вăрçă ачисем», пичетленсе тухнăранпа та икĕ çул иртрĕ ĕнтĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче блокадăри Ленинградран Чăваш Ене эвакуациленĕ ача-сен шăпи çинчен çырнă кĕнекене хумханмасăр, куççуль кăлармасăр вулаймăн. 136 страницăра — Ишек ялне çурçĕр хулинчи ача çурчĕсенчен вăхăтлăх куçарса килнĕ çул çитменнисен нушаллă пурнăçĕ кăна мар, çĕршыв историйĕн пысăках мар сыпăкĕ. Унта вырăн тупнă кашни йĕркене автор, хăй вăрçă вĕçленнĕ хыççăн кăна çутă тĕнчене килнĕ пулин те, чун витĕр шăратса кăларни — куç кĕрет. Физика тата математика вĕрентекенне çакнашкал кĕнеке хатĕрлесе-çырса кăларма кам, мĕн хистенĕ? Хурава педагог аякран пуçларĕ:
— Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче пирĕн тăрăхри «Слава» совхоза Николай Васильев ертсе пыма пуçланă. Хăйĕн тавра самай хастар специалистсене пухнă ертÿçĕ производствăна мала ярассипе пĕрлех идеологи ĕçне лайăхлатассишĕн те тăрăшать. Пĕррехинче паллă ентешĕмĕрсем — Çатра Марки ялĕнче çуралса ÿснĕ Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ Владимир Мешков тата Константин Петров гидрограф- полярник — совхоз территорийĕнче тавра пĕлÿ музейĕ уçмалли çинчен сăмах пуçараççĕ. Экспонатсемпе тивĕçтерес ĕçе хăйсем те хастар хутшăнма пулаççĕ. Ку шу-хăша Николай Ермолаевич ырласа йышăнать. Çапла историйĕпе пуян ялта Ишекре купса пулнă Костин çуртĕнче икĕ çултан музей хута ячĕç. Ертÿçи пулма мана ыйтрĕç. Вырăнти историпе яланах кăсăкланнăран — хирĕçлемерĕм, шалусăр ĕçе хавхалансах кÿлĕнтĕм. Çĕнĕ музее, чăн та, килсе ку-ракан чылаййăнччĕ. Экскурсисем тăтăшах ирттереттĕм, вырăнти ертÿлĕхпе пĕрле ушкăнсене таçтан та йышăнаттăмăр. Музей вырнаçнă килте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ача çурчĕ уçни, Ленинград шăпăрланĕсем Ишек ялĕн кун-çулĕнче йĕр хăварни çак темăна халалласа уйрăм кĕтес йĕркелеме хистерĕ. Аслă Çĕнтерÿ 40 çул тултарнă тĕле уçрăмăр ăна. Вăл вăхăтра асăннă залра интернат воспитанникĕсенчен тăваттăшĕн сăн ÿкерчĕкĕ кăначчĕ. Паллă кун тĕлне Ишекри ача çуртĕнче пурăннисене йыхравласа уяв йĕркелеме шухăш тытрăмăр. Тĕл пулăва Ленинградран эвакуациленнисем 24-ăн килсе çитрĕç! Тĕлĕнмелле ăшă, асра юлмалли кун пулчĕ. Пĕрле пухăнсан вăрçă ачисем каласа кăтартни, вĕсем илсе килнĕ сăн ÿкерчĕксем, тĕрлĕ ытти материал музее пуянлатмалли никĕс пулса тăчĕç. Çакăн хыççăн ача çурчĕн воспитанникĕсене тата çине тăрарах шырама, çыхăнусем йĕркелеме пуçларăмăр. Вăхăт иртнĕçемĕн пухăннă мĕн пур материал пĕчĕк залра шăнăçми пулчĕ. Хам мĕн пĕлнине, пуçтарнине пĕр тĕвве пухмасан халăх иртнĕ кунсен историне манăçа кăларма пултарнине ăнланаттăм. Эпĕ çын нушине, вак-тĕвек таранах, чĕре çывăхне илекен çын. Пĕр ÿстермесĕр калатăп: кашни экскурсирех «Блокада ачисем» зала кĕрсен куçа куççуль тулатчĕ, сасă чĕтреме тытăнатчĕ. Калас тени, кăтартас килни темиçе минута шăнăçайманран кĕнеке кăларас шухăш тĕвĕленчĕ. Унта вара фактсене асăннисĕр пуçне чунра капланнă туйăмсене те ирĕке яма май пур.
Манăçми тĕл пулусем
Аваллăх управĕ мĕн таран пуянни, материал-экспонат чăнлăхпа килĕшсе тăни ăна ертсе пыраканăн чун хавалĕнчен, тăрăшулăхĕнчен чылай килет. Хăйĕншĕн хушма тиев пулин те музей ĕçĕнче яваплă-ха яланах туйнă Галина Соловьева.
— Малтанхи тĕл пулăва килнисем татах çитсе курас ĕмĕтне палăртатчĕç. Çапла пилĕк çултан каллех курнăçу йĕркелерĕмĕр. Çĕнтерÿ 50 çул тултарнă тĕле, шел, чылайăшĕ сывлăхĕ хавшанипе килеймессине çырса пĕлтерчĕ. Ишек ялĕ хăйсен шăпинче çăлăнăç утравĕ пулса тăни çинчен кашниех чунне уçатчĕ. Чăваш Енпе çыхăннă кашни вак-тĕвеке ас тăватчĕç. Акă Арвид Шмидт тĕл пулăва Ишек шкулĕнче вĕреннĕ чухне панă «Мухтав грамотине» илсе килнĕччĕ. Шăкăрин «пиллĕклĕ» хут çийĕнчех музей экспозицийĕнче вырăн тупрĕ. Арвид кунти вĕрентекенсем ăсталăхĕпе çÿллĕ шайра пулнине палăртса тав туни, хăй чăвашла манманнине çирĕплетсе вуннă таран шутласа кăтартни асра, — Ленинград ачисемпе çыхăну тытни çинчен чарăнми каласа кăтартма хатĕр Галина Семеновна. — Хăнасем хамăра та Ленинграда пыма чĕннĕччĕ. Йыхрава йышăнса 1986 çулта унта кайса килтĕмĕр. Юсупов керменĕнче, ун чухне вăл Вĕрентекенсен çут ĕç çурчĕччĕ, çав тери ăшă тĕл пулу иртрĕ. Воспитанниксенчен хăшĕ-пĕрин, Тамара Гранза тата Тамара Богданова, патĕнче хăнара пултăмăр.
Кĕнекене хатĕрлесе кăларас ĕçре хăйне Чăваш Енрех юлнă блокадниксем пулăшнине пĕлтерчĕ хастар хĕрарăм. Çапла, 1943 çулта Нева çинчи хуларан Чăваш Ене килсе çитнĕ ачасем вăрçă хыççăн тăван тăрăха пурте таврăнман: пĕрисен тăванĕсем чĕрĕ юлман, теприсем... Чăваш Республикинче тĕпленнĕ Анатолий Ефимовпа Людмила Дороненко, телее, халĕ те ырă-сывах. Анатолий Васильевича, чăваш хутлăхне килнĕ чухне шкул ÿсĕмне те çитменскере, Шупашкар районĕнчи Вăрăмту ялĕнче пурăнакан Фекла Иванова усрава илнĕ. Людмила Ивановнăна вăрçă хыççăн ашшĕ тăван хулана илсе каять-ха, анчах вырăс хĕрне шăпа каллех Чăваш Ене çавăрса килет. Ишекри ача çурчĕн директорĕ Василий Сорокин Людмилăна чунтан килĕштернĕ, вăхăт иртсен мăшăрĕ пулма ыйтнă. Малалла вулас...
Комментари хушас