Муркаш районĕнчи ял хуçалăх çĕрне промышленность тĕллевĕпе усă курĕç

Муркаш районĕнчи ял хуçалăх çĕрне, пурĕ 1 гектара, нефть пăрăхне тытса тăма усă курĕç. Лаптăка промышленность валли хальлĕхе уйăрман-ха. Ку ыйтăва паян иртнĕ Чăваш Енĕн Правительствин ларăвĕнче пăхса тухнă.

"Альметьевск – Горький-3" нефть пăрăхне тытса тăма "Транснефть-Прикамье"  акционерсен обществине 5 лаптăк кирлĕ. Тыр-пул акса ÿстермелли çĕр çине пули-пулми пырса кĕреймĕн. Урăх тĕллевпе усă курас тесен ятарлă йышăну кăларса çирĕплетмелле. "Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен, çавăн пекех Ял хуçалăх министерствисем тата Муркаш район администрацийĕ ку йышăнушăн яваплă", - тенĕ Правительство ларăвне ертсе пынă республика ертÿçи Михаил Игнатьев. Çĕрпе епле усă курнине вăл çирĕп тĕрĕслесе тăма хушнă.

 www.hypar.ru

Вера ТИТОВА.

Комментари хушас