Муркаш команди — Спартакиада çĕнтерÿçи

Шкул ачисен спортпа техника тата спортăн ĕçлев тĕсĕсемпе иртекен 14-мĕш спартакиадин ăмăртăвĕсем вĕçленчĕç. Ачасем А.Г.Николаев космонавт ячĕллĕ Кубокшăн тупăшрĕç. Ракета тата авиаци моделĕсен ăмăртăвĕсем Муркаш районĕнчи Юнкă ялĕнче иртрĕç.
2017-2018 вĕренÿ çулĕнче спартакиадăн республика тапхăрне 95 команда хутшăннă /25 районпа хуларан 500 ытла ачаº. Район тапхăрĕсенче вара 2 пин те 900-е яхăн шкул ачи тупăшнă.
Ачасем «Хут çĕлен» фестивальте, автомодель, авиамодель тата ракетомодель спортĕнче, карап ăсталассипе, картингпа, çамрăк пушарнăйсен слетĕнче вăй виçрĕç.
1-мĕш вырăна Муркаш районĕ тивĕçрĕ, 2-мĕшне — Çĕнĕ Шупашкар хули, 3-мĕшне — Комсомольски районĕ. 14-мĕш Спартакиадăн куçса çÿрекен кубокĕ çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче те Муркашсенчех пулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.