МУНЧАРИ СИПЛЕВÇĔ МИЛĔК

Милĕке тĕрĕс суйласа илсен тата усă курмалли йĕркене пăхăнсан унпа тĕрлĕ чиртен сипленме пулать. Паллах, пулăшакан çын кирлĕ.

  • Малтан милĕкпе ура тупанĕсенчен пуçласа пуç патнелле шăлса хăпараççĕ те каялла шăлса анаççĕ. Унтан çÿлелле вĕри сывлăша çĕклесе илеççĕ, тÿрех пилĕк çине хурса алăпа 1-3 çеккунт пусса тăраççĕ. Çак меслет компресс ятлă. Вăл радикулит чухне уйрăмах усăллă.
  • Пилĕк ыратсан «туртăнтарни» текен мел аван. Пилĕк çине икĕ милĕк хураççĕ те харăсах пĕрне - ура тупанĕ, теприне ĕнсе еннелле шуçтарса каяççĕ. Çак хуканусенех хул калаккисем тата чĕр куççисем тĕлĕнче тăваççĕ. Тата çак вырăнсене пылпа тăвар хутăшĕпе сăтăраççĕ.
  • Милĕке сывлăшра мар, ÿте перĕнтерсе куçармалла. Ÿте пĕçертет-и? Милĕке сивĕ шыва чиксе кăларăр.
  • Милĕк вĕçĕпе кĕлеткене пĕтĕмĕшле хăвăрттăн çатлаттарса тухаççĕ. Çак хусканăва çемçен шăлнипе вĕçлеççĕ.
  • Хыттăн çатлаттарни - вăйлăрах меслет. Милĕке çÿлелле çĕклесе вĕри сывлăша ярса илмелле те кĕлеткен пĕтĕм пайне 2-3 хут çапса илмелле. Çак хусканусене компресс меслетпе ылмаштарса тăмалла.
  • Çапăннине çапла вĕçлемелле: милĕк çулçисене çемçен пусăрăнтарса пĕтĕм кĕлеткене сăтăрса тухмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.