Моза шейха - араб тĕнчинчи чи паллă хĕрарăм
Хиджабпа паранджа — Моза шейха валли мар. Вĕсемпе тахçанах сывпуллашнă вăл. Модăна пăхăнса тăхăнаканскер араб тĕнчишĕн — чăрсăрлăх, хăюлăх. Катар экс-эмирĕ хăйĕн иккĕмĕш арăмне паранджа хывма кăна мар, общество пурнăçне хутшăнма та ирĕк панă.
Виççĕмĕш эмирăн иккĕмĕш арăмĕ
Моза бинт Насер аль-Миснед шейха — Катар виççĕмĕш эмирĕн Хамад бен Калия-аль-Тани шейхăн виçĕ арăмĕнчен иккĕмĕш. 1959 çулхи çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче çуралнă вăл. Çичĕ ача амăшĕн паян 8 мăнук. Ывăлĕ — патшалăха ертсе пыракан эмир. Çав вăхăтрах Моза шейха — тĕнчери пĕрремĕш ледисенчен чи стильлисенчен пĕри. Унсăр пуçне, ан тĕлĕнĕр те — политика тата общество деятелĕ.
Тухăç юмахĕ
Моза шейха пурнăçĕ чăнласах тухăç юмахне аса илтерет. Унăн шăпи пĕр-пĕр сценариста кăсăклантарнă тăк тепĕр “Великолепный век” сериал ÿкерме пулатчĕ. Анчах та Сулейман султан вырăнне — Катар принцĕ, Хюррем вырăнне — Моза, Катар паллă бизнесменĕн хĕрĕ. Çамрăк чухне Моза телейлĕ билет туртса кăларнă — вăл принцпа паллашнă. Анчах та ăна качча тухма васкаман-ха. Малтанах хĕр Катар университечĕн психологи факультетне вĕренме кĕнĕ, стажировка Америкăри чаплă университетсенче тухнă. Çакăн хыççăн кăна çемье çавăрма килĕшнĕ хĕр.
Паян ун пирки Перси заливĕн “сăрă кардиналĕ” теççĕ. Анчах та çемьеллĕ пурнăçăн малтанхи çулĕсенче вăл пĕтĕм вăхăта ачисене воспитани парас енĕпе ирттернĕ. Катар та ун чухне араб тĕнчине хальхи пек вăйлă витĕм кÿреймен-ха. Лару-тăру 1995 çулта улшăннă.
Ун чухне Моза мăшăрĕ пĕр пĕрчĕ юн тăкмасăр патшалăхри влаçа ашшĕнчен хăйĕн аллине ярса илнĕ. Çак улшăнăва акăлчан-сакс тĕнчи ырласа йышăннă. Катар çинчен тĕнчипех калаçма пуçланă — унăн нефть тата газ комплексĕ нумайăшне кăсăклантарнă. Çĕнĕ эмир чиперкке тата чаплă пĕлÿ илнĕ арăмне тĕнче умне кăларнă — тĕнче ăна йышăннă. Моза шейха гуманитари тата ыркăмăллăх программисене ертсе пыма, халăх умне тăтăшах тухма пуçланă. Мĕнлерех çи-пуçпа-ха тата! Тумтирне Моза тĕнчери чи чаплă кутюрьесене саккас парса çĕлеттернĕ. Хĕрарăм шăлавар та, кĕлеткине çăт тытакан кĕпе те тăхăнать. Прогрессивлă шейха сăнарĕнче, экспертсем палăртнă тăрăх, араб тĕнчин сĕмĕ те çук темелле. Унта хĕрарăмсем абая /ура тупанĕ таран хура та вăрăм тумтир/ тăхăнаççĕ, тутăр е никаб /пуçа тăхăнмалли пите пĕтĕмпех хуплакан хура пусма, унта куç валли ансăр шăтăк пур/ çыхаççĕ. Пĕтĕм араб хĕрарăмĕ çак йĕркене пăхăнать. Мозăсăр пуçне. Унăн пуçĕ çинче араб тĕнчине хисепленине палăртса пĕчĕк тюорбан кăна вырăн тупнă. Пушă вăхăтра вара хĕрарăм шăлавар тăхăнма кăмăллать. Мозăна Катарăн агрессивлă экономика политикишĕн те критиклеççĕ — Перси заливĕнчи пĕчĕк кăна çак çĕршыв газ хакне тытса тăрать, унсăр пуçне тĕнчери кăвак çулăмăн сегменчĕн май пур таран пысăк пайне ярса илесшĕн вăл. Çавăн пекех Катара тĕнчен кирек хăш кĕтесĕнче вырнаçнă радикалсене те спонсор пулăшăвĕ кÿнĕшĕн те айăплаççĕ. Чăн та, Моза прогрессивлă сăнарĕпе пачах та килĕшсе тăмасть ку.
Ĕçчен феминистка
Моза шейх патшалăхри тата халăхсен хушшинчи тĕрлĕ должноçе йышăнать — кун пекки Перси заливĕн патшалăхĕсен ертÿçисен арăмĕсемшĕн пачах та кăтартуллă мар. Вĕсен хушшинче хисеплисем те пур — вăл Катар вĕренÿ, ăслăлăх, общество аталанăвĕн фончĕн ертÿçи, Çемье ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Аслă канашăн президенчĕ, Вĕренÿ ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Аслă канашăн вице-президенчĕ, ЮНЕСКО ятарлă элчи. Моза Араб демократи фондне йĕркеленĕ — унта унăн упăшки чи малтан 10 миллион доллар хывнă. Фондăн тĕп тĕллевĕ — никама пăхăнман МИХсене тата граждан обществине аталанма май туса парасси. Çавăн пекех Моза шейха — 2008 çулта уçăлнă Катар ăслăлăхпа технологи паркĕн йĕркелÿçисенчен пĕри. Парк 225 миллион инвестици явăçтарнă. Инвесторсен йышĕнче — тĕнчипе паллă Microsoft, Shell, General Electric компанисем. Моза Катар тĕп хулинчен Дохăран инçе мар “Вĕренÿ хули” университет хули йĕркеленĕ. Унта студентсене Америка паллă профессорĕсем лекци вулаççĕ. Моза — Вирдижинири Пĕрлĕх Университечĕн, Техасри А&М университечĕн, Карнеги-Мелон университечĕн, Лондонри Импери колледжĕн, Джорджтаун университечĕн хисеплĕ докторĕ. 2010 çултанпа хĕрарăм — Британи империйĕн Орденĕн командорĕ. 57 çулти Моза тĕлĕнмелле илĕртÿллĕ курăнать. Такам ятарласа шутласа та пăхнине калаççĕ — вăл пластика операцийĕсем тумашкăн 2 миллион доллар тăкакланă. Шейха фончĕпе çыхланса курнисем Мозăн ĕçченлĕхне, тĕллевĕ патне çирĕп утнине палăртаççĕ. Унтан та ытла, шейха — феминистка! Вăл, влаç тутине туйса илнĕскер, каланине пăхăннине юратать.
Чĕре уççи
Моза мăшăрĕпе официаллă пур мероприятие те хутшăнать, протокол Пĕрремĕш ледие ыйтакан пур çулçÿреве те тухать. Паллах, шăпах Мозăн пилĕк ывăлĕнчен пĕри, Тамим, ашшĕн, Хамад шейхăн, еткерçи пулса тăнинчен нимĕн тĕлĕнмелли те çук. Анчах та çакна манмалла мар — Хамадăн, Мозăсăр пуçне, тата икĕ арăм-çке, вĕсенчен те ачасем пур. Шейхăн пурĕ пĕрле — çирĕм çичĕ еткерçĕ. Анчах та икĕ çул каялла ашшĕн вырăнне шăпах Тамим йышăннă, Катарăн тăваттăмĕш ертÿçи пулса тăнă. Хальхинче ашшĕ ывăлĕ пăлхав çĕклессе кĕтсе тăман, влаçа хăйĕн ирĕкĕпех панă. Çакăнта Моза витĕмĕ пурах тесе шухăшлаççĕ. Паллах, кун хыççăн хĕрарăмăн çемьери тата патшалăхри витĕмĕ пирки тата ытларах калаçма пуçланă. Сăмах-юмах патшалăхран самай аякка сарăлнă. “Форбс” журнал палăртнă тăрăх, Моза тĕнчери чи вăйлă 100 хĕрарăм хушшине лекнĕ. Сас-хурана ĕненес тĕк, Хамад шейх виççĕмĕш хут иккĕмĕш арăмне тарăхтарас тесе кăна авланнă — кур, санăн та влаç чикĕсĕр мар... Çапах та Моза вырăнне пĕр хĕрарăм та йышăнайман. Вăл, чаплă пĕлÿ илнĕскер, дипломати протоколне тата халăхсен хушшинчи этикета лайăх пĕлекенскер, шейх чĕрин тата ăс-тăнĕн çăраççине тупнă курăнать. Хĕрарăмпа арçыннăн çак пĕрлĕхĕ пĕчĕк патшалăха шăпах талпăнса аталанма пулăшнă та.
Ачана вĕрент
Моза шейхăн “Ачана вĕрент” проекчĕ пирки пĕр-икĕ сăмах каламасан хĕрарăм сăнарĕ пирки тулли пĕтĕмлетÿ тума май çук. Проекта каллех Моза тăрăшнипе йĕркеленĕ. Тĕллевĕ пархатарлă — чухăн тата вăрçă пыракан çĕршывсенчи ачасене пуçламăш пĕлÿ парассине финанс енчен тивĕçтересси. Çак хутлăха 34 патшалăх кĕрет: Чад, Бангладеш, Кени... “Çак ачасен пурнăçне хăвăн куçупа курни такам каласа кăтартнинчен пачах уйрăлса тăрать, — тет Моза. — Вĕсен чи ансат правашăн та кĕрешмелле, калăпăр, йĕркеллĕ условисенче пурăнассишĕн тата вĕренессишĕн... Çак ыйтупа ĕçлеме пуçласассăнах вĕрентекенсем е оборудовани çитмест пулĕ тесе шухăшланăччĕ. Анчах та унти шкулсене курсан питĕ тĕлĕнтĕм, вĕсем пирки вĕренÿ пÿлĕмĕ тесе калама та йывăр! Мана хăть те мĕн калаччăр та, хальлĕхе эпир çав ачасемшĕн питĕ çителĕксĕр ĕçлетпĕр. Манăн тĕллев — тĕслĕх шайĕнчи хăть пĕр шкул çĕклес килет... Ачасем çакна тивĕçлĕ!”
Комментари хушас