Морис ЯКЛАШКИН: Манăн ĕçĕме Наталья хĕрĕм тăсĕ
Шкул пĕтернĕ Мориса амăшĕ, Елена Порфирьевна, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче трактористкăра тăрăшнă хыççăн тивĕçлĕ канăва тухиччен Чутейри фельдшерпа акушер пунктĕнче санитаркăра ĕçленĕскер: «Ывăлăм, сана тухтăра вĕрентес килет. Ĕçĕ сăваплă та пархатарлă: çын сывлăхне сыхланинчен пахи çук. Канашрах медицина училищи пур, кайса пăх-ха çавăнта», — тесе ÿкĕтленĕ. Унăн сăмахĕнчен иртеймен çамрăк хулана пуçтарăннă.
Кĕвĕ-çемĕн асамлăхĕн тыткăнĕнче
Медицина училищине кĕме тĕв тунăскер кĕтмен-туман çĕртен педагогсем хатĕрлекен вĕренÿ çуртне лекнĕ: унăн уçă чÿречисенчен сăрхăнса варкăш çилпе таврана саланакан илемлĕ кĕвĕ-çемĕ чунне тыткăнланă. Нотăсене пĕлмен-ха вăл ун чухне. Уçă сассине йышăну комиссийĕнче ларакансем тивĕçлипе хакланă. Ара, музыка туртăмĕ ашшĕнчен ывăлне чунпа-юнпа куçнă вĕт: ялти шкула ертсе пынă Николай Михайлович балалайка, сĕрме купăс ăста каланă, илемлĕ сассипе чăваш юррисене шăрантарса ентешĕсене савăнтарнă.
Çапла Морис Яклашкин педагогика училищин музыка уйрăмĕн студенчĕ пулса тăнă. Тăрăшса вĕреннĕ вăл, педагогсен ăслă сăмахĕсене ăса хывнă. Петр Федоров /дирижер/, Кирилл Иванов тата Николай Катранов /баян/, Иван Волков тата Борис Савинков /вокал/, ытти педагог пулăшнипе музыка тĕнчин алăкĕсене уçса кĕме пултарнă. Александр Ломакин «Санăн труба тата кларнет калама хăнăхмалла, пурнăçра кирлĕ пулать», — тенине асра тытса çав инструментсен вăрттăнлăхне алла илнĕ. Шăп çав вăхăтра Тăвайри вăтам шкулта вĕрсе каламалли инструментсен пуххине туяннă. Вĕсемпе ĕçлеме пултаракан ăстаçă çуккипе хăйсем патне виççĕмĕш курс студентне чĕнсе илнĕ. Вĕренÿрен пушă вăхăтра эрнере икĕ хут çÿренĕ район центрне Морис Яклашкин, вĕрсе каламалли инструментсен оркестрне йĕркелесе шкул ачисене ăсталăха туптама пулăшнă. Сăмах май, ашшĕ-амăшĕнчен чылайăшĕ ывăлне унта илме тархасланă. Ытлашши инструмент пулманнине пĕлтерсен: «Параппан та пулин тыттарăр. Шаккаса ларни йытă хăваласа çÿрени мар», — тесе йăлăннă тăванĕсем.
1965 çулхи çу уйăхĕнче çамрăк мусăкçăсем пĕрремĕш хут Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксен ячĕпе палăк уçнă çĕре хутшăннă. Ун хыççăн салара пĕр уяв та вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕсĕр иртмен.
Диплом илсен тăван шкула таврăннă, музыкăпа юрă урокĕсене ертсе пыма тытăннă. Салтак ячĕ тухсан унтанах хĕсмете кайнă. Службăна Ярославль хули çывăхĕнчи çар пĕрлешĕвĕнче ирттернĕ. «Çĕршыв умĕнчи тивĕçе аслă юлташсем пулăшнипе чыслăн пурнăçласа, ÿт-пÿпе тĕрекленсе, чунпа çирĕпленсе тата тĕллевлĕ те ăнтăлуллă çын пулса таврăнтăм» — терĕ салтак çулĕсене аса илнĕ май Морис Николаевич. Малтан ялти шкулта ĕçленĕ, унтан Канашри педагогика училищине куçнă, каярахпа Чăваш патшалăх радиопа телевидени комитечĕн хормейстерĕ пулнă. 1975 çулта пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе Чулхулари М.Глинка ячĕллĕ консерваторин дирижировани уйрăмне кĕнĕ, ăнăçлă вĕренсе тухсан асăннă хорăн илемлĕх ертÿçи тата тĕп дирижерĕ пулса тăнă. Чăваш патшалăх хор капеллинче вунă çул ытла ĕçленĕ.
Симфони оркестрĕ — пысăк çитĕнÿсенчен пĕри
Чăвашсен те хăйсен симфони оркестрĕ пулман мар. 1932 çулта йĕркеленĕскере малтанхи вăхăтра Сигизмунд Гавер поляк ертсе пынă. Шел те, 1958 çулта ăна салатса янă, оркестрне музыкăпа драма театрне куçарнă.
42 çул унсăр пурăннă музыка общественноçне пĕртен-пĕр шухăш канăçсăрлантарнă: Тутарстанра, Пушкăртстанра симфони оркестрĕсем пур, Чăваш хутлăхĕнче, çĕр пин юрă çĕршывĕнче, мĕншĕн çук? Хора баян е фортепиано каласа ертсе пыма май килмест. Бетховен, Шопен, Моцарт, Чайков-ский, Рахманинов, Мусоргский произведенийĕсем — симфони оркестрĕ валли çырнăскерсем. Вĕсене халăх умне баян каласа кăлараймăн. Çак ыйтăва республика ертÿлĕхĕ умĕнче пĕрре кăна мар çĕкленĕ. Мĕнех, пĕрлехи вăйпа пăра вырăнтан тапратма пултарнă: ăна валли нухрат та кирлĕ чухлĕ уйăрнă, пурлăх никĕсне те çирĕплетнĕ, инструментсем те çителĕклĕ туяннă. 2000 çулта симфони оркестрне /унăн тытăмĕнче — хор, солистсем/ тепĕр хут вăй илтернĕ. Халĕ вăл 120 çынна пĕрлештерсе тăрать. Вĕсенчен чылайăшĕ хамăр хутлăхри вĕренÿ заведенийĕсене — культура институтне тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн искусство факультетне /сăмах май ăна Морис Яклашкин ертсе пырать/ — пĕтернĕ. Симфони оркестрĕн çитĕнĕвĕсемпе Интернет уçлăхĕнче паллашма пул-тарнăран унпа çыхăну йĕркелес тĕллевлĕ мусăкçăсем АПШран, Израильтен шăнкăравлаççĕ. Раççейрен те сахал мар. Сăмахран, Мускав консерваторийĕн профессорĕсем Александр Бондурянпа Александр Чайковский пианистсем, Санкт- Петербургри Михаил Гантварг скрипач, Хусанти Рубин Абдуллин органист, Евгений Михайлов пианист, Ринат Халитов дирижер, вĕсем пурте — РФ халăх артисчĕсем.
«Хама вĕрентсе çын тунă педагогсене те ăшшăн асилетĕп, — тет Морис Николаевич. — Артемий Лебединский /Чулхула/, Фуат Мансуров /Хусан/ профессорсене, пирĕнпе 10 çула яхăн тачă ĕçленĕ СССР халăх артистне, композитора тата пианиста Андрей Эшпая. Мускаври «Вырăс филармонийĕнче» тата «Çĕнĕ Раççей» симфони оркестрĕнче тĕнчипе паллă ĕçтешсемпе юнашар ĕçлени те манăçмасть. Мускав композиторĕсен союзĕн председателĕпе Юрий Башмет дирижерпа туслă çыхăну тытатпăр».
«Ĕçĕме тăсакан шанчăклă çыннăм пуррипе мăнаçланатăп…»
«Оркестра чĕртсе тăратассишĕн хăвна пачах шеллемерĕн-ха, ĕçне малалла тăсакан пур-и вара?»— тесе Морис Николаевичран ыйтакан сахал мар. Хуравĕ хатĕр унăн: «Паллах, пур, эпĕ хывнă çула малалла хĕрĕм, Наталья Яклашкина, такăрлĕ».
Наталья Морисовна Чулхулари консерваторирен вĕренсе тухнă, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн искусство факультетĕнче «Оперăпа симфони дирижированийĕ» специальноçпа магистратура пĕтернĕ. Унăн педагогĕ Морис Николаевич пулнă. Сăмах май, ашшĕпе хĕрĕ Чулхулари консерваторире иккĕшĕ те Артемий Лебединский профессор ертсе пынипе ăсталăха пуянлатнă.
Хальхи вăхăтра вăл симфони капеллин мусăкçисемпе ăнланса тата пулăшса ĕçлет, коллектива ăнăçлă ертсе пырать. Унсăр пуçне хăй те юрлать. Пĕтĕм Раççейри пилĕк конкурс лауреачĕ пулса тăнă. Наталья Морисовна романссене, вырăс халăх юррисене килĕштерет.
«Хорпа оркестра вунă çул ытла пĕччен ертсе пытăм. Паллах, хормейстерсем пулăшнă ĕнтĕ. Çапах та професси шайĕпе хаклас тăк вĕсем мана туллин тивĕçтернĕ темен пулăттăм. Йывăр лава хамăнах туртса пыма тиврĕ. Тавах хĕрĕме. Вăл килчĕ те сылтăм аллăм пулса тăчĕ. Ăна шанатăп. Эпĕ кăна мар-ха, хор та, оркестр та ăна çур сăмахранах ăнланать. Вырăссем ун йышшисене «коммуникабельлĕ» теççĕ. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарать, çынлăх туйăмĕ пысăк унăн. Хăй ертсе пыракан коллектива çирĕп алăра тытса тата пушăпа хăмсарса мар, ытларах чухне пĕремĕкпе хавхалантарать». Малалла вулас...
Комментари хушас