Министрпа куçа-куçăн

ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов юнкун Пичет çуртĕнче пулчĕ, "Хыпар" Издательство çурчĕн коллективĕпе курнăçрĕ.

Чăннипех уçă та усăллă калаçу пулчĕ. Александр Иванов Издательство çурчĕн хăш-пĕр кăларăмĕн тиражĕ чакнине пăшăрханса палăртрĕ. Çакă вара автономи учрежденийĕн финанс лару-тăрăвне те тÿрремĕнех пырса тивет.

"Хыпарçăсем" те хăйсене кулянтаракан ыйтусене уççăн çĕклерĕç. Çав шутра — чăвашла хаçат-журнала çырăнтарассипе çыхăннă чăрмавсем, ĕç укçи пĕчĕкки тата ытти те.

Издательство çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ Михаил Арланов учрежденин кулленхи ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă май бюджетран уйăракан укçа-тенкĕ çителĕксĕрри çинчен каларĕ. Хут, полиграфи ĕçĕсен хакĕ, коммуналлă тÿлевсем вара ÿссех пыраççĕ. Çийĕнчен Пичет çурчĕн пушă ларакан 7-мĕш хучĕшĕн те туллин "Хыпарăн" тÿлеме тивет — пысăк тăкак, çакă Издательство çурчĕн укçа-тенкĕпе çыхăннă лару-тăрăвне пушшех çивĕчлетет.

Министр ИÇ ертÿçисене, журналисчĕсемпе ытти ĕçченне йывăрлăхран тухмалли çулсене пĕрле шырама сĕнчĕ. Çапах, унăн шучĕпе, паянхи условисенче автономи учрежденийĕн ытларах хăйĕн вăйĕпе майĕсене шанмалла, чăрмавсене çырăнтарăва, коммерци ĕç-хĕлне вăйлатса тупăша пысăклатни урлă сирмелле.

Н.ДМИТРИЕВ.

А.МИХАЙЛОВ сăнÿкерчĕкĕ.

Н.ДМИТРИЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.