Министр хуравлать

Раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче 15-17 сехетсенче Чăваш Ен Информаци политикин министерствин медиацентрĕнче ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев халăх ыйтăвĕсене хуравлĕ.

«Тÿрĕ линие» влаç органĕсен порталĕнче video.cap.ru онлайнрежимра кăтартĕç. Ыйтусене маларах https://forms.cap.ru/modules/ form—builder/published/mintrud.php адреспа, 26-13-60 телефонпа тата mintrud—press@cap.ru электронлă почтăпа йышăнаççĕ. Видеоыйтусем валли «Там-там» мессенджерта ятарлă канал йĕркеленĕ. Ыйтусене «тÿрĕ лини» вăхăтĕнче 14-16 сехетсенче 56-51-00 телефонпа йышăнаççĕ.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ, Надежда СМИРНОВА хатĕрленĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас