Микрорайонтан тӳрех автотрасса çине тухмалли ҫул ыйтӑвӗпе ӗҫлеме хушнӑ

3 Ака, 2020

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев эрнекун Шупашкарти Çĕнĕ хулари тата Университет урамĕнчи çулсен строительствипе паллашрĕ, Строительство министерствин тата тĕп хула администрацийĕн ертӳçисемпе асăннă объектсенче кăçал пурнăçламалли ĕçсене сӳтсе яврĕ.

«Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» нацпроектпа килĕшӳллĕн РФ Стройминĕ регионсем валли çурт-йĕр тăвакан территорисене хăтлăлатма федераци бюджетĕнчен укçа уйăрать. Пĕлтĕр Чăваш Ене «Университетский-2» микрорайонти çулсен строительстви валли 235 миллион тенкĕ панă, республика тата хула 15 миллион тенке яхăн уйăрнă. «Тус» строительство компанийĕпе контракт тунă, иртнĕ çул 177 миллиона яхăн тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Ытти ĕçе ăшă температурăра пурнăçламаллине кура кăçала куçарнă. Асфальтăн çиелти сийне хумалла, тротуарсем тумалла, территорие тирпейлемелле. Кĕçех пĕлтĕр усă курмасăр юлнă укçана тавăрса парас ыйту татăлмалла, ĕçсене малалла тăсĕç.

Строительство министрĕ Александр Героев палӑртнӑ тӑрӑх, университет патĕнчи микрорайонти кивĕ çулсем арканса пĕтнĕ. Микрорайонта пурăнакансен йышĕ те пысăк, автотранспорт та нумай — çĕнĕ çулсем çав территорие кĕрсе тухассипе çыхăннă чăрмавсене сирĕç. Олег Николаев микрорайонтан тӳрех аслă автотрасса çине тухмалли майсемпе кăсăкланчĕ. Халь унта пĕр вырăнта кăна тухма пулать — чăрмавлă. Алексей Ладыков сити-менеджер çав вырăнти территори вăрман фондне кĕнине кура йывăрлăх пурри çинчен каларĕ — çĕре çул валли куçарасси ансат мар. Олег Алексеевич шучĕпе, кирек мĕнле пулсан та аслă çул çине тухмалли вырăнсем кирлех — ыйтăва татса парас енĕпе ĕçлемелле.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас