Михаил Игнатьевăн ят-сумĕ чакман
Информаци коммуникацийĕсен "Рейтинг" центрĕ Раççей Федерацийĕнчи субъектсен пуçлăхĕсен 2016 çулхи пуш-ака уйăхĕсенчи ĕç-хĕлне халалланă черетлĕ тĕпчев пичетленĕ.
Ку тĕпчевре РФ субъекчĕсен ертÿçисем тĕп объект пулса тăнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев рейтингăн пĕрремĕш ушкăнĕнче сыхланса юлнă. Унта 1-25 вырăнсем йышăннă ертÿçĕсем кĕреççĕ. Чăваш Ен Ертÿçи Атăлçи округĕнчи регионсен пуçлăхĕсен Р.Миннихановпа Р.Хамитов хыççăн виççĕмĕш тăрать.
Рейтинга хатĕрленĕ чухне издательсем уçă çăлкуçсенчи материалсемпе тата инсайдерсен информацийĕпе усă курнă. Çав вăхăтрах "Рейтинг" специалисчĕсем регионсен тата федераци эксперчĕсен шухăшне те тĕпе хунă. Шăпах вĕсен информацийĕ тĕпчеве пĕтĕмлетнĕ чухне пысăк витĕм кÿнĕ.
Экспертсен шухăшне аноним анкетин мелĕпе, куçа-куçăн тĕл пулса тата куçăнсăр майпа ыйтса пĕлнĕ. Çавăн пекех издательсем тĕпчев кăтартăвĕсемпе килĕшмен экспертсене те час-часах сăмах параççĕ.