М.Игнатьев сĕнĕвне йышăннă

3 Авăн, 2014

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев утă уйăхĕнче Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулсан Шупашкарти «Трактор завочĕсем» концерна пулăшас ыйтăва сÿтсе явнине пĕлтернĕччĕ. Ăна татса пама май килчĕ-ши?

В.СТЕПАНОВ.
Канаш районĕ.

Ыйтăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Михаил ВАНСЯЦКИЙ хуравлать:

Михаил Игнатьев Раççей Президентне «Трактор завочĕсем» концерн 2014-2015 çулсенче хамăр çĕр-шывра хатĕрлекен техникăн çĕнĕ моделĕсене /трактор, экскаватор, погрузчик, шывра ишекен, кирек хăш çулпа çÿрекен машина тата ытти те/ туса кăларма палăртнине, анчах çак тĕллеве пурнăçлама производствăна маларах явăçтарнă кредитсене тавăрса парас тĕлĕшпе тухса тăнă чăрмавсем пуррине пĕлтернĕ. Сăмах 47 млрд тенкĕ пирки пырать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Аталанупа тулаш экономика ĕç-хĕлĕн банкĕ» патшалăх корпорацине /Тулашэкономбанк/ «Трактор завочĕсен» кредичĕсене реструктуризациленĕ чух предприяти лару-тăрăвне уйрăммăн пăхма сĕннĕ тата Владимир Путинран çак ыйтăва татса памашкăн пулăшма ыйтнă.

Çĕр-шыв Президенчĕ хушнипе Чăваш Ен Пуçлăхĕн сĕнĕвне сÿтсе явнă. Çакăн хыççăн ăна Раççей Федерацийĕн Промышленноç тата суту-илÿ министерстви ырласа йышăннă. Парăма реструктуризацилемелли йĕркене Тулашэкономбанкăн Сăнав канашĕн ларăвĕнче çак уйăхра çирĕплетме палăртаççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.