Мероприятисен ырă витĕмĕ

24 Çĕртме, 2016

Чăваш Республикин «Халăха ĕçпе тивĕçтересси» патшалăх программин мероприятийĕсене 2016 çулта пурнăçламашкăн 392,8 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă, çав шутран: федераци бюджетĕнчен — 216,2 миллион, республика хыснинчен ­— 176,6 миллион. Кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче 154,4 миллион тенкĕ тăкакланă ĕнтĕ /федераци бюджетĕнчен — 96,7 миллион, республика бюджетĕнчен — 57,7 миллион. Ĕçпе тивĕçтермелли мероприятисене кăçал 83505 çын хутшăнмалла, вĕсенчен 78810-шĕ — «Халăха ĕçсĕрлĕхрен хÿтлĕхпе тивĕçтересси тата ĕçе вырнаçма пулăшасси» çумпрограммăна, 4695-шĕ — «Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнчи кăткăслăха 2016 çулта сирмелли хушма мерăсем» республика программин çум программине. Тĕллевсене еплерех пурнăçланипе паянхи кăларăмра ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн заместителĕ Виктор КОВАЛЕВ паллаштарать.

— Виктор Михайлович, кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче малтанхи кăтартусем тăрăх çумпрограмма мероприятийĕсенче 35178 çын хутшăннине, ĕçлев службин органĕсем пулăшнипе 17167-ĕн вырăн тупнине асăнтăр. Камсем вĕсем?

— Çав йышра 30 çулчченхи çамрăксем — 38%, ялта пурăнакансем — 39,6%, ĕçрен кăларса янисем — 2,8%, инвалидсем — 1,6%, пĕлÿ учрежденийĕнчен вĕренсе тухнисем — 1,5%. Граждансен 73,4 процентне служба органне пынă хыççăн вунă кун иртиччен ĕç тупса панă.

Служба органĕсем инвалидсене выр­наçтарассине тĕп тĕллевсенчен пĕри тесе шухăшлаççĕ. Кăçалхи ултă уйăхра вĕсенчен 281-шне йышăннă. Сусăрсене саккунпа палăртнă квота шучĕпе вырнаçтарнине çирĕп тĕрĕслеççĕ. Кăçалхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне квотăна 100 çынран иртекен йышлă организацисенче — 91,2%, 35-100 çынлисенче 83,5% пурнăçланă.

— Хула-район урамĕсене тирпей-илем кĕртекенсен хушшинче хальхи вăхăтра çул çитмен çамрăксем вăй хунине курма пулать. Вĕсене те ĕçлев центрĕсем пулăшаççĕ ахăр?

— Шкул ачисене çуллахи каникул кунĕсенче хăйсене тыткаламалăх укçа ĕçлесе илмешкĕн пирĕн служба çулленех май туса парать. Унсăр пуçне çул çитмен çамрăксем тĕлли-паллисĕр çапкаланса çÿрессинчен те асăрхаттарать вĕсем валли вăхăтлăх ĕç йĕркелени. Ку енĕпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе çыхăну тытатпăр. Чылай хушă вырăн шыракан граждансем валли общество ĕçĕ йĕркелесси те служба органĕсен тивĕçĕ шутланать.

Кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче предприяти-организаципе тунă килĕшÿсем тăрăх çул çитмен 7214 çамрăка /çулталăк планĕн 44,8%/ ĕçлеме янă, вĕсен 73,7% — йывăр шăпаллисем. Общество ĕçĕсене 2841-ĕн кайнă /42,2%/.

Ĕçсĕр граждансене хăйсен бизнесне йĕркелемешкĕн май туса параççĕ. Предприниматель ĕçĕ-хĕлĕн никĕсне тата бизнес-план хатĕрлеме вĕрентекен семинарсене 138 çын çÿренĕ, вĕсенчен 26-шĕ /çулталăкри планăн 70,3%/ 58,8-шар пин тенкĕллĕ субсидие тивĕçнĕ.

Ĕçлев службин органĕсем Украинăри çар хирĕçтăрăвне пула пирĕн хутлăха ирĕксĕр куçса килме тивнĕ кашни çынна уйрăммăн пулăшаççĕ. Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне асăннă ушкăнри 633 гражданина /Украинăран килнĕ вăйпитти граждансен 84,2%/ ĕç вырăнĕ тупса панă.

— Сирĕнтен пулăшу кĕтекен спе­циальноçсăр çынсене мĕнле хÿтĕлетĕр?

— Чи малтанах, ун пеккисемпе профориентаци калаçăвĕ ирттереççĕ, кам мĕне пултарнине тата чун туртăмне уçăмлатнă хыççăн рынок ыйтакан профессие вĕренмешкĕн кайма сĕнетпĕр. 2016 çулхи кăрлач-çу уйăхĕсенче çавнашкал специальноçсене алла илмешкĕн 1805-ĕн кайнă /çулталăкри планăн 74,6%/, çав шутра: 1539 ĕçсĕр çын /76,2%/.

Ачасене воспитани парассипе çыхăннă тивĕçе ĕçлевпе шайлаштарса пымашкăн услови туса парас тесе пепкисене 3 çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнĕ 266 хĕрарăма /çулталăкри планăн 66,5%/ вĕренме янă. Пĕлÿ илнĕ хыççăн пурте чун туртăмĕллĕ ĕç тупнă.

Рабочи специальноçĕсен ячĕ-сумне ÿстерес енĕпе професси ориентацийĕ парассипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа асăннă пулăшупа 15743 çын /çулталăкри планăн 50,2%/ усă курнă. Профориентацин массăллă мероприятийĕсене шкулта вĕренекен 23 пин ытла ача хутшăннă.

Ĕçлев службин органĕсем ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе, республикăри предприяти-организаципе пĕрле тĕрмерен тухнисене социаллă адаптаци пама тата вĕсене ĕçе вырнаçтарма пулăшакан мероприятисем пурнăçлаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 436 çын ирĕк илнĕ, вĕсене пурне те информаци панă, консультаци ирттернĕ. Кăçалхи кăрлач-ака уйăхĕсенче служба органĕсене асăннă ушкăнрисем 90-ăн тата условнăй майпа айăпланнисем 35-ĕн пынă, вĕсенчен 33 тата 12-шне ĕç тупма пулăшнă, çав шутра 8-шне — вăхăтлăх /пулăшу ыйтма пынисен 8,7%/.

— Тĕрлĕ сăлтавпа хăшпĕр предприятире хальхи вăхăтра штата пĕчĕклетме, çынсене йышлăн кăларса яма хатĕрленнĕ тĕслĕх сахал мар…

— Служба органĕсем кун пек чухне пайăр мерăсем йышăнаççĕ. Рабочисене предприяти-организацирен кăларса ярассипе тата тулли мар кун йĕрки çине куçарнипе çыхăннă лару-тăрăвăн мониторингне эрнесерен ирттереççĕ. 500 çынран ытларах йышлă, хулашăн тата республикăшăн пĕлтерĕшлĕ предприятисем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулма тăрăшаççĕ. Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен тытăма тата ĕç рынокне пĕтĕм Раççейри пекех Евросоюз патшалăхĕсемпе АПШ пирĕн çĕршыва хирĕçлесе кĕртнĕ санкцисене пула экономикăри кризис пулăмĕсем тăнăçсăр витĕм кÿреççĕ. Апла пулин те республикăри ĕç рынокĕнчи паянхи лару-тăру çулталăк пуçламăшĕнче палăртнинчен лайăхрах йĕркеленнине асăнмалла.

Хальхи вăхăтра «Чăвашавтодор» АУОри 829 çынна /çав шутра: Шупашкарта — 140, Çĕмĕрлере — 85, Етĕрнере — 39, Канаш районĕнче — 81, Шупашкар районĕнче — 67, Патăрьел районĕнче — 44, Йĕпреç районĕнче — 57, ытти районта — 316/, Раççей ФМСăн республикăри управленийĕнчи — 148, ФСКН управленийĕнчи 95 çынна вырнаçтарас енĕпе тăрăшмалла. Çавна май служба органĕсем асăннă организацисем тĕлĕшпе кăларса яракансене ĕçпе тивĕçтермелли мероприятисен планĕсене хатĕрленĕ тата пурнăçа кĕртеççĕ.

17 предприятире вăй хуракан 7857 çын тулли хăватпа ĕçлемест, çав шутра: 701-шĕ ĕçпе тивĕçтерекен пуçарнипе тулли сменăпа вăй хумасть, 436-шĕ — ĕç паракан айăпĕпе ним тумасăр ларать, 20-шне хăйсен шучĕпе отпуска янă. Тулли мар кун йĕркипе тăрăшакансем «Трактор завочĕсем» концерн организацийĕсенче уйрăмах йышлă, 6774 çын, çав шутра: «Промтрактор-Вакун» АХОра /1320/, «Промтрактор-Промлит» ОООра /1273/, «Шупашкарти агрегат завочĕ» /2212/, «Промтрактор» /1969/ АУОсенче.

— Ĕçсĕрлĕх енĕпе республикăра лару-тăру еплерех паян?

— Регистрациленĕ ĕçсĕр граждансен хисепĕ çулталăк пуçламăшĕнчи 4446 çынран кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 5456 таран е 22,7% ÿснĕ. Шута тăратнисен йышĕ республикăра 2016 çулхи ака уйăхĕн пĕрремĕш вунăкунлăхĕнчен тытăнса чакса пырать /ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче ку кăтарту 11,5% сахалланнă/.

Шута илнĕ ĕçсĕрлĕхĕн экономикăна пуçаруллă хутшăнакан халăх йышĕпе танлаштарнă вăтам шайĕ 0,8% танлашать.

Республикăри ĕçпе тивĕçтерекенсем паянхи кун тĕлне 14,5 пин ваканси пуррине пĕлтернĕ, ĕç рынокĕнчи кăткăслăх коэффициенчĕ — 0,4 единица. Урăхла каласан — ĕç шыракан пĕр çын пуçне 3 ваканси тивет.

— Рынокри тăнăçлăха упраса хăварас тата кăткăслăх ÿсессине асăрхаттарас тĕллевпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2016 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнчи 103-мĕш йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ «Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнчи кăткăслăха 2016 çулта чакармалли хушма мерăсем» республика программин витĕмне туятăр-и?

— Паллах. Асăннă документпа килĕшÿллĕн унта 41 организацири /«Трактор завочĕсем» концернăн 5 предприятийĕ, «Шупашкарти «Сеспель» предприяти» АХО, «Электроприбор» завод», «Электроприбор» завод» /Улатăр хули/ ПАОсем, «Яхтинг» ООО, «Текстильмаш», «Канашри автоагрегат завочĕ» АУОсем тата ытти/ 4695 çын хутшăнмалла, çав шутра: 1217-шне профессие маларах вĕрентмелле тата стажировкăна ямалла, 2248-шне вăхăтлăх ĕç тупса памалла, 1000-шне ĕçшĕн тÿлемелли тăкаксене саплаштармалла, инвалидсене вырнаçтарнипе çыхăннă тăкаксене 30 предпринимателе тавăрса памалла.

Программăна финансламашкăн 154,2 миллион тенкĕ тăкакламалла, çав шутран: федераци бюджетĕнчен — 107,0 миллион /69,4%/, республикăннинчен — 47,2 миллион /30,6%/.

Хальхи вăхăтра Раççей Федерацийĕн Правительстви программа валли нухрат уйăрасси çинчен йышăнмалли проекта федераци министерствисенче тата ведомствисенче пăхса тухасса кĕтеççĕ.

Ĕçпе тивĕçтерес тата халăха ĕçлĕ тăвас енĕпе палăртнă программăсене ăнăçлă реализацилемешкĕн йышăнакан мерăсем экономикăри тăнăçлăха упраса хăварнă условисенче 2016 çулхи мĕнпур кăтартăва тата Чăваш Республикин «Халăха ĕçпе тивĕçтересси» патшалăх программин тĕллевлĕ индикаторĕсене çĕнсе илме май парĕç.

2016 çулта шута илнĕ ĕçсĕрлĕхĕн экономикăна пуçаруллă хутшăнакан халăхăн йышĕпе танлаштарнă шайĕ — 0,8, ĕçсĕрлĕхĕн Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕн меслетлĕхĕпе шутланă пĕтĕмĕшле виçи 5,5-6,0 процентран иртмелле мар.

Валентина СМИРНОВА

хатĕрленĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.