Мĕнпе апатланни мар, мĕн тăхăнни курăнать

 

Чăваш халăх кухни чухăн мар, çамрăксем çеç пĕлмеççĕ

«Чăваш апачĕ… Мĕн пур пирĕн ытти халăха кăтартмалли? Эрменсен лавашне, тутарсен чак- чакне, итальянсен пиццине, узбексен пловне ав пурте пĕлеççĕ. Вĕсене лавккара та сутаççĕ, апатлану вырăнĕсенче те сĕнеççĕ», — çамрăксем çапла каланине юлашки вăхăтра тăтăшах илтме тÿр килет. Ирĕксĕрех наци çимĕçĕсене аса илме пикентĕм. Шăрттан, шÿрпе, хуплу, хуран кукли... Шкул ачисем кунтан ытла пĕлмеççех.

Мăн асаннен сап-сарă чăкăчĕ

Ачасем халĕ ытларах чипс, попкорн, гамбургер, фри çĕр улми, кока-кола кăмăллаççĕ... «Ача чухне пирĕншĕн çăмарта хăпартни чи тутлă апат пулнă. Ăна та пулин вилнисене асăннă чухне кăна пĕçеретчĕç. Хырăм тавăрăнса кайичченех çиеттĕмĕр вара», — иртнине аса илчĕ Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçра пурăнакан Нина Власова. Унăн ачалăхĕ вăрçă, ун хыççăнхи çулсенче иртнĕ. Чăмăрла, хуппипе пĕçернĕ çĕр улмине те юратса çинĕ... «Эпир ача чухне те çăмарта чи тутлă апат шутланнă, — пирĕн калаçăва хутшăнчĕ Хурама Тăвар ялĕнче çуралса ÿснĕ Мария Андреева. Унăн ачалăхĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче иртнĕ. — Эпĕ пуш уйăхĕнче çуралнă, ун чухне чăхсем шăпах çăмарта тума пуçлаççĕ. Мана çуралнă куна яланах çăмарта пĕçерсе паратчĕç. Уншăн тем пекех савăнаттăм! Каярахпа пысăк хулара тухăç пылакĕсем сутакан лавккана кĕрсе курнăччĕ. Мĕнле кăна пылак çиме çукчĕ-ши унта? Куç алчăрса каять! Эпир, чăвашсем, ун чухне кунашкаллине тĕлĕкре те тĕлленмен».

Мăн асаннепе, 1902 çулта çуралнăскерччĕ, пĕрле çÿхÿ /ăна хушăран кăвас икерчи тетчĕ вăл/, хуплу, пашлу /пашалу/, чăкăт, çăмах яшки, ĕне ырри, терка икерчи /çĕр улмине теркăпа хырса çăнăхпа хутăштарнă/ пĕçернисем те асрах. Çăмахне пысăк тăватчĕ. Чăкăтне çăка кăшăлĕпе янтăлатчĕ. Ыраш çăнăхĕнчен тутлă çăкăр пĕçеретчĕ, сурăх пуссан шăрттан тăватчĕ. Мана мăн асаннен апачĕсенчен кăмакара кăшăлпа пĕçернĕ сап-сарă чăкăт ытларах килĕшетчĕ.

Ытти аякра тăтăр

Шел те, ун пек чăкăта паян нимĕнле лавккара та туянаймăн, нимĕнле столовăйра та тутанаймăн. Юлашки 20 çулта ĕçпе республикăн тĕрлĕ кĕтесне çитме тÿр килчĕ. Наци культурине, йăли-йĕркине яланах сăнама тăрăшатăп. Ялсенчи çынсем тарават пулма пăрахман-ха, хăнана сĕтел хушшине чĕнеççĕ, чей ĕçтермесĕр ямаççĕ. Етĕрне районĕнчи Шăмат, Ачак тăрăхĕсенче пурăнакансем хуран кукли юратаççĕ. Ăна тăпăрчăран сахăр е симĕс сухан ярса куллен пĕçереççĕ. Ĕлĕкхилле хуранта мар ĕнтĕ, кастрюльтех янтăлаççĕ. Етĕрне районĕнчи Анат Ачакри столовăйра яланах шÿрпепе çÿхÿ çиме пулать. Çÿхĕвĕ кăпăшка, çав тери тутлă! Эрменсен лавашĕ аякра тăтăр. Сăмах май, анатри чăвашсем ăна капăртма теççĕ, кăмака умĕнче кăвар çинче пĕçереççĕ.

Вăрнар районĕнчи Кăмпалпа Кивьялта паянхи кунчченех çулталăкра икĕ хутчен — çуллахи Микулара /çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче/ тата Сурхурире — юсман пĕçереççĕ. Елчĕк районĕнчи Энтепере пэлеш янтăлаççĕ. Ĕлĕк пурте шăрттан тăвайман, хăшĕсем хăнана пэлеш пĕçерсе кайнă. Ăна кĕрперен те, çĕр улмирен те янтăланă. Унта какайпа сухан хушнă. Пэлеше чустаран кăвакарчăн, пилеш сапаки, чечек ăсталаса илемлетнĕ. Шăмăршă районĕнчи Пуянкассинче тăвара /пĕремĕк евĕр пĕчĕк чăкăт/, тăвараллă çу /килти сыр/ хатĕрлеççĕ. Шаркку паян та чăвашăн юратнă апачех. Етĕрне районĕнчи Ирçе ялĕнче ăна — шарккох, Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Саланчăк, Петропавловск ялĕсенче шарик теççĕ. Етĕрне тăрăхĕнчи хăш-пĕр ялта паянхи кунчченех çу мăйри /колобок/, Елчĕк тăрăхĕнче йăвача пĕçереççĕ. Анатри чăвашсем уявсенче хуплу, капăртма, пÿремеч /тутарсемпе пушкăртсен перемяч, калăпăшĕпе чăвашсеннинчен пĕчĕкрех/ пĕçереççех.

Самана улшăннă май çынсен апатлану культури те, йăли-йĕрки те урăхланать. Чăваш сĕтелĕ çинче çĕр улми икерчи вырăнне пицца йышăнчĕ. Хăна-вĕрле пухас пулсан чи малтан çавна пĕçеретпĕр. Туйсенче, пысăк ĕçкĕсенче шÿрпе пĕçересси манăçса пырать. Хальхи çамрăксем уявсенче шашлăкпа е хашламапа сăйланаççĕ. Сăмах май, вĕсем иккĕшĕ те грузин наци апачĕсем. Паян ялсенче сурăх тытакан та йышлах мар, çавна май шÿрпе пĕçерекен те, тултармăшпа шăрттан тăвакан та сахал. Чăн-чăн шăрттанне тума пĕлекенĕ те сайра. Маалла вулас...

 

Роза ВЛАСОВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.