Медицина çынна сыватать, ветеринари - этемлĕхе

24 Авăн, 2014

Пĕрремĕш Петĕр патша çапла каланă: "Пурнăçра питĕ кирлĕ специальноç ку!"

Халĕ ветеринарсен те професси уявĕ пур. Раççей премьер-министрĕ Дмитрий Медведев йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ăна çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче палăртаççĕ. Çак кун православи тĕнне ĕненекенсем асап тÿснĕ сăваплă Флорпа Лавра асăнаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем выльăх-чĕрлĕхе тĕрлĕ инкек-синкекрен сыхлакансем шутланаççĕ. Унччен ветслужба ĕçченĕсем уява ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансемпе пĕрле кĕтсе илнĕ.

Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешесси агропромышленноç комплексĕн тытăмне кĕрет пулсан та ку профессие малашне уйрăммăн палăртасси ăнсăртран çуралман. Халăх хуçалăхĕн аталанăвĕнче ветслужба тÿпи вышкайсăр пысăк.

Пĕрремĕш Петĕр патша ахальтен мар çапла каланă: "Пурнăçра питĕ кирлĕ специальноç ку!" Халăх хушшинче Христос тĕнне анлă сарнă Владимир кнеç те пăсăлнă аш çитерекен пуçне касма указ кăларнă.

Патшалăхăн ветеринари органĕ çĕр-шывра пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçлать. Республика ветслужби ветстанцисене ертсе пырать. Унсăр пуçне патшалăх тĕп ветинспекцийĕ пур. Вăл ветслужба епле ĕçленине, районсенчи станцисем саккунсене епле пурнăçланине тĕрĕслет. Кирлĕ чухне асăрхаттарать, явап та тыттарать.

Паян ветслужбăра 880 çын ĕçлет. Вĕсем çулсерен мăйракаллă шултра выльăха - 10, лашасене - 9, сурăх-качакана - 12, чăх-чĕпе - 7, хурт-хăмăра - 7, пĕве пуллисене - 6, сыснасене 10 чиртен сыхлама профилактика ĕçĕ пурнăçлаççĕ. Кăçалхи çур çулта уртаракан чир ан çулăхтăр тесе 45532 ĕне выльăха, 1193 лашана, 37073 йытта, 9618 кушака вакцинациленĕ. Кашни чĕр чун çулталăкра специалист алли витĕр темиçе те тухать.

Ветеринарсем ăсчахсен вĕрентĕвне тĕпе хурса ĕçленĕрен çĕр-шывра нумай чире вуçех пĕтернĕ. Лашасем анеми, сап чирĕсемпе текех асапланмаççĕ. Ĕнесене ÿпке шыççи, нăрă чирĕ ермест. Сыснасен мур /классическая чума/ сайра хутра анчах палăрать.

Ветслужба республикăна урăх çĕр-шывсенчен е регионсенчен кÿрсе килекен выльăха, аш-какая тĕрĕслесех тăрать. Чăваш Ен тулашне те тивĕçлĕ документсăр кăлармасть. Апат-çимĕç хатĕрлемешкĕн усă курма юраманнине утилизацилеççĕ.

Ислам тĕнне ĕненекенсем сысна какайне çимеççĕ. Ĕлĕк-авал пĕр йăх ăна пула чирлесе вилнĕ. Аш-какая лабораторире çирĕп йĕркепе тĕрĕслеме йышăннă. Выльăха тăмха çапмасăр сутма, какайпа клеме лартмасăр усă курма юрамасть.

Ветврачсен, фельдшерсен, санитарсен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчи ĕçĕ пархатарлă. Фронта 2 млн лаша янă. Нумайăшĕ аманса сывалнă хыççăн вăрçă вутне тепĕр хутчен кĕнĕ. 1 млн ут çапăçу хирĕнче выртса юлнă.

Паллă ветврач Сергей Евсеев: "Медицина çынна сыватать, ветеринари - этемлĕхе", - тени ĕмĕрне те чăнлăхне çухатмĕ.

 

Юрий ИГНАТЬЕВ,

ветврач

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.