Маттур, Лана!

25 Нарăс, 2016

Чăваш Ен спортсменки Лана Прусакова Норвегири Лиллехаммер хулинче иртнĕ çамрăксен хĕллехи Олимп вăййисенче ылтăн медаль çĕнсе илчĕ.

Çĕнĕ Шупашкар пики фрис­тайлçăсен турнирĕнче «слоуп-стайл» дисциплинăра 77 балл пухса мала тухнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Франци спортсменки Лу Барен /унăн кăтартăвĕ - 72,8 балл/ тата Аслă Британири Мэдисон Роулэндс /67,80 балл/ йышăннă. Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 2-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан хĕр ăмăртăвăн иккĕмĕш кунĕнчех старта тухрĕ, «хаф-пайп» дисциплинăра 6-мĕш кăтартупа палăрчĕ. Иккĕмĕш тупăшура ăна ытларах ăнчĕ. «Маншăн питĕ пысăк çитĕнÿ ку. Савăннипе чутах тÿпене вĕçсе хăпарманни çеç. Тренер та питĕ хĕпĕртерĕ. Унăн ырă сăмахĕсем чуна çу сĕрнĕ пекех пулчĕç», - тенĕ Лана ăмăрту хыççăн. Пирĕн ентеш пысăк шайри турнирсенче пĕрре мар палăрчĕ. Калăпăр, Олимп вăййисем пуçланас умĕн 1-2 кун маларах вăл çĕршыври çамрăк фристайлçăсен ăмăртăвĕнче çĕнтерчĕ. 2015 çулта вара 15-ри спортсменка Раççей кубокĕнче тата çĕршыв чемпионатĕнче пĕрремĕш пулса тĕлĕнтерчĕ.

Лана йĕлтĕр çине пĕчĕклех тăнă, тăвайккинчен пĕр шикленмесĕр ярăннă. 10 çулта чухне ашшĕ-амăшĕ ăна чаплă йĕлтĕр парнеленĕ. Çĕнĕ спорт хатĕрĕпе вăл хăйне тата харсăртарах тытнă. Хăюллă та маттур хĕрачана сăрт-ту йĕлтĕрçисене хатĕрлекен тренер асăрханă та секцие чĕннĕ. Лана унта виçĕ çул çÿренĕ, çапах хăйĕн вырăнне тупайман. Секцирен кайма шухăш тытнă ачана вĕрентекен фристайлпа кăсăкланса пăхма сĕннĕ, Никита Васильев тренерпа паллаштарнă. Тренер ĕçне тин кăна пуçăннă çамрăк Ланăн ăсталăхне асăрханă. Çав çулах вăл Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва хутшăннă, унта 5-мĕш вырăн йышăннă. Спортсменкăпа тренерăн кăмăлĕ хуçăлнă пулин те вĕсем алă усман, тренировкăран тренировкăна çÿресе çĕнĕлĕхсене алла илнĕ. «Санăн малта пулмаллах», - хистенĕ ăна тренер. Темиçе уйăхранах хĕрача Раççейри шкул ачисен спартакиадинче ылтăн медаль çĕнсе илсе хăйĕн вĕрентекенне савăнтарнă. Çак çитĕнÿ хыççăн Çĕнĕ Шупашкар пики спортăн анлă çулĕ çине тухнă: ют çĕршывра - Чехире - сборта пулнă, çĕршыв кубокĕсене хутшăнма пуçланă. 2015 çулта Л.Прусакова Раççей чемпионатĕнче çĕнтерсе çĕршывăн пĕрлештернĕ командине лекнĕ.

- Ланăн спортра пуласлăхĕ пысăк. Ăна «слоуп-стайл» дисциплинăра уйрăмах ăнать. Юлашки çĕнтерÿ те çакнах çирĕплетет. Паянхи кун вăл - çĕршыври чи ăста фристайлçăсенчен пĕри. Европа тата тĕнче кубокĕсенче те вăл хăйне кăтартма пултарĕ. Планетăри чи вăйлă спортсменсемпе кĕрешме те вăй-хал çитĕ ун. Малашне вара эпир тренировка программине анлăлатас тата çĕнĕлĕхсем кĕртес тĕллевлĕ, - пĕлтерчĕ Никита Васильев.

Андрей МИХАЙЛОВ

Рубрика: