Маша Китайра скорпион çинĕ

Чăваш наци радиовĕн эфирĕнчи «Ирхи кăмăл», «Шурăмпуç», «Чĕнтĕрлĕ чаршав», «Чĕререн тухакан сăмахсем» кăларăмсен ертÿçи Мария Самделова çĕртме уйăхĕнче Китайра пулнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен кăçал вĕренсе тухнă пике Китай çыннисем шапа, çĕлен какайĕнчен хатĕрленĕ апат-çимĕçе, вăкăр, лаша ашĕнчен пĕçернĕ канфета юратса çини, вăрă- хурахран пачах хăраманни тата халăх медицинине кăна шанни çинчен каласа кăтартрĕ:

Лавккара —

чĕрĕ çĕленсемпе калтасем

Пирĕнтен пилĕк сехет маларах пурăнакан Китайри Шанхай хулине Мускавран самолетпа 13 сехет вĕçрĕмĕр. Унтан — Аньхой провинцийĕнчи Хэфэй хулине. Çур çĕр иртни виççĕре хăна çурчĕ умĕнче велосипедсемпе мопедсем тăнине курсан тĕлĕнтĕм. Пирĕн патра çĕр варринче мар, кăнтăрла лавкка умне тăратса хăварсан та ларса тараççĕ. Чăтаймарăм, ресепшнра ларакан чиперккерен кун пирки тÿрех ыйтрăм: «Пирĕн патра вăрлакан çук. Унашкал преступленишĕн алла татаççĕ», — терĕ вăл. Чăнах та, çынсем ытларах çакнашкал транспортпа усă кураççĕ, вĕсене ăçта кирлĕ унта ирĕклĕнех хăвараççĕ, мĕншĕн тесен вăрлакан çук.

Китайра мана ку кăна мар, лавкка та тĕлĕнтерчĕ. Кирек ăçта кайсан та чи малтанах суту-илÿ çуртне кĕме тăрăшатăп — Чăваш Енри туссем валли кучченеç, парне илмелле-çке-ха. Пирвайхи кунах Хэфэйри лавккана кайрăмăр. Пылак çимĕç туянас терĕм. «Хăшне виçсе парас: ĕне-лаша какайĕнчен пĕçернине-и е шапа тирĕнчен хатĕрленине-и?» — ыйтрĕ сутуçă акăлчанла. Ак тамаша. Канфета çавăнтан хатĕрлеççĕ-им вара? Çав самантрах И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ преподавателĕ Китайран тăванĕсем валли ĕне ашĕнчен пĕçернĕ канфет илсе килни, лешĕсем ăна çинĕ хыççăн вар-хырăм пăсăлнипе аптăрани пирки каласа кăтартни аса килчĕ. Вара 67 юаньпе /пирĕн укçана куçарсан 600 тенкĕ/ çур килограмм ĕммелли канфет туянтăм. Пысăк çак лавккари сентресенчи чĕрĕ çĕленсемпе калтасем, шултăра шапасемпе раксем сехрене хăптарчĕç, китаецсем вара вĕсене алăпа тытса суйлаççĕ те тараса çине хурса виçеççĕ, туянаççĕ. Унта пурăнакансем çавсенчен тĕрлĕ-тĕрлĕ апат пĕçерсе çиеççĕ. Вĕсем мĕн пур апата тенĕ пекех рисран хатĕрлеççĕ /сăмах май, шурă эрехе те рисран юхтараççĕ/, çав вăхăтрах йÿçĕ-пылак соусри тăсăлакан лăймакаллă шыв курăкĕсене çăвар туллин яваççĕ. Малалла вулас...

 

Дмитрий МОИСЕЕВ калаçнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.