“Манăн чăваш пулсах пурăнас килет”

10 Кăрлач, 2014

Тата тепĕр çул ĕмĕрсен авăрĕнче таврăнми çухалчĕ. Культура çулталăкĕ 2014 çул алăкне яри уçрĕ. Мĕнлерех пулĕ-ши çак çул? Мĕнпе савăнтарĕ? Ку çулталăкра культурăллăрах пулăпăр-ши? Усал сăмахсемпе ятлаçма, наркотикпе айкашма, эрех ĕçме, пирус туртма пăрахса пĕр-пĕрне ырлăхпа телей сунма, ниме мелĕпе пулăшма, ăнланма, каçарма пултарăпăр-ши? Тен, мăн асатте-асанне вĕрентсе хăварнине тата та ытларах çухатăпăр, глобализаци юхăмне парăнса европăланăпăр, тăван чĕлхене, йăла-йĕркене, тĕрре-çĕвве, юрра-ташша манса ытти халăх хушшинче çухалăпăр?.. Чăвашлăх хăтлăхне, унăн культурине упраса хăварасси, ачамăрсене аслă ăрусем хывнă анлă çулпа утма вĕрентесси хамăртан çеç килет. Çак ыйтусем тавра калаçма ЧР Халăх пултарулăх çурчĕн специалисчĕ, кĕвĕсемпе сăвăсен авторĕ, юрăç, Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен «Кĕмĕл сасă» фестиваль лауреачĕ Светлана ПЕЧНИКОВА килĕшрĕ.

- Светлана, эсĕ халăх пултарулăх çуртĕнче 8 çул ĕçлетĕн. Юлашки çулсенче хăвăн кун-çулна культурăпа тата тачăрах çыхăнтартăн. Раççей шайĕнче Культура çулталăкне ирттерес тенине еплерех хаклатăн?

- Ку йышăну культура тытăмĕнче ĕçлекенсемшĕн çеç мар, анлă çĕр-шывăмăрти мĕн пур халăхшăн та питĕ кирлĕ пулăм. Тен, ертÿçĕсемпе тĕрлĕ шайри пуçлăхсем культурăна аталантарас тесе ытларах тăрăшĕç? Тен, пирĕн ĕç укçине кăштах та пулсан ÿстерĕç?

- «Культура» сăмах питĕ анлă пĕлтерĕшлĕ, эсĕ вара ăна еплерех ăнланатăн?

- Паллах, чи малтан çак ăнлав кашни çын хăйне обществăра еплерех тытнипе çыхăннă, унтан вăл халăх культурине пĕрчĕн-пĕрчĕн куçать. Ку вара - кашни нацишĕн сĕм авалтан пĕр тĕвве пухăннă пурнăç тытăмĕ, ламран лама куçнă кун-çул йăли-йĕрки. Пирĕн хамăр çемьесенче несĕлсем тăван халăхăн ĕмĕр-ĕмĕр упрайнă культурине пуянлатса малалла аталантармалла.

- Килĕшетĕп санпа, культурăллă пулма ача чи малтан çемьере аслисенчен вĕренет. Енчен те унăн ашшĕ-амăшĕ ĕçкĕç е кахал пулсан...

- Ун пек чухне ачана хăйне обществăра тытма малтан урам вĕрентет, унтан тин шкул. Ял ачи кÿршĕ-аршă еплерех пурăннине курса çитĕнет, хула ачи ăнăçлăрах - вăл садике çÿренĕ май унта аванрах воспитани илет. Çапах ашшĕ-амăшĕ хăйсен кашни сăмахĕпе, тĕслĕхĕпе тата хăтланăвĕпе ăна витĕм ытларах кÿрет. Сăмахран, садикре пепкесене усал сăмахсем калама вĕрентмеççĕ, анчах киревсĕр çак сăмахсене килте илтнĕскерсем вĕсене ачасен ушкăнĕнче ирĕклĕнех калаççĕ. Шкулта вĕренекенсем пĕр-пĕрне курса тата юлташĕсем хистенипе пирус туртма хăнăхаççĕ. Хăшĕ-пĕришĕн тус-пĕлĕшĕ ашшĕ-амăшĕнчен те ят-сумлăрах. Килпе урам хушшинче çитĕнекен ача икĕ питлĕ те ÿсме пултарать, мĕншĕн тесен икĕ вăй хушшинче ăçта тĕрĕслĕх, ăçта ултав иккенне ăнкарма йывăр.

- Ялпа хула çамрăкĕсем, санăн шухăшупа, пĕр-пĕринчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ?

- Ял ачи чăваш культурине çывăхрах туйса ÿсет, мĕншĕн тесен вăл пурăнакан хутлăх чăвашлăха çывăхрах: кунтах тăван чĕлхе те, вăйăсем те, юрă-ташă та... Тусĕсемпе хутшăннă чухне те ял йăли-йĕркин саккунĕсене ăса хывать, унта кашни çын пĕр-пĕрне сăнран та паллать, ятран та пĕлет. Хула ачи вара пĕр подъездра пурăнакансене те пĕлмест, анчах унăн ăс-тăн енчен аталанма май ытларах: тĕрлĕ кружок, секцисем пур... Хулари чăваш ачисем, ялтисемпе танлаштарсан, ыттисемпе часрах пĕр пекленеççĕ. Чылай чухне ашшĕ-амăшĕ те вĕсемпе килте вырăсла çеç калаçать.

- Эсĕ те ман пекех ялтан тухнă, Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕнчен. Сана та тăван ял воспитани панă. Шупашкарта тĕпленсе пурăнатăн, икĕ ача амăшĕ. Кун-çулна чунна çывăх ĕçпе çыхăнтартăн. Хăв мĕн шухăшлани-ĕмĕтленнине веçех тăватăн-и?

- Манăн ĕç культурăпа тачă çыхăннă. Ĕç планĕпе килĕшÿллĕн республикăри ал ăстисемпе мĕн пур ĕçе пĕр çăвартан тăватпăр. Çак чăнлăха ăнлантăм: пĕр енлĕ çеç ĕçлеме юрамасть. Ал ăстисен пурнăçĕ тĕрлĕ енлĕ: кунтах тĕрĕçĕсем, пир тĕртекенсем, йывăçран эреш касса кăларакансем, тăмран тем те пĕр ăсталакансем, пукане-сувенир тăвакансем, чăваш тĕрри-çĕввине пăхăнса тумтир çĕлекенсем... Илемлĕ те паха çак енсене пĕр шайра аталантарма тăрăшмалла.

- Тăвакан утăмусем çирĕп пулаççĕ пек-и?

- Республика шайĕнчи куравсем куракансене килĕшеççĕ. Тин çеç ĕçлеме пуçланисене тупса палăртатпăр, вĕсене ят илнĕ ăстасем хăйсен вăрттăнлăхĕсене тĕрлĕ семинар-презентацире, кружоксенче, мастер-классенче вĕрентеççĕ.

- Мастер-классем ирттернин усси пур апла.

- Паллах, районсенчен килекен ăстасемпе культурăпа вĕренÿ тытăмĕсенчи специалистсем хăйсен тăван тăрăхне таврăнсан кружоксем йĕркелеççĕ. Акă Комсомольски районĕнчи Йÿç Шăхальтен килнĕ клуб директорĕпе Людмила Козловăпа туслашрăм. Малтанласа вăл чăваш тĕррин пĕр çĕввине те тĕплĕн пĕлместчĕ, халĕ клубра тĕрĕ кружокĕ уçрĕ. Унăн вĕренекенĕсем эпир ирттерекен чылай мероприятие хастар хутшăнаççĕ.

- Кирлĕ ĕç тăватăр эсир, чăвашлăха аталантаратăр...

- Чăваш çемйинчи авалтан пыракан йăла чуна выртать. Ывăлсенчен чи кĕçĕнни тĕп килте юлать, ашшĕ-амăшне мĕн виличченех пăхса пурăнать. Шăллăм Георгий ялта тивĕçлĕ канăва тухнă аннепе пĕрле кун кунлать. Атте чире пула 5 çул каялла пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Аттепе анне тăван Тукай ялĕнчех çуралнă, пĕрлешсе 5 ачана кун çути кăтартнă. Юркка, эпĕ, Анатолий Шупашкарта тымар ятăмăр, асли Николай телейне Томск хулинче тупрĕ.

- Тăватă ывăл хушшинче пĕр хĕр пулма ай-яй çăмăл мар, уйрăмах ялта...

- Анне эпĕ качча тухсан: «Икĕ алă та татăлчĕ манăн», - тесе куççульпех йĕчĕ. Пĕр енчен, кил-тĕрĕшри мĕн пур ĕç хĕрарăм хул пуççи çинех тиенет. Тепĕр енчен, ялти клуб директорĕнче ĕçлекен аннене концерт-спектакль хатĕрлеме, тĕрлĕ уяв йĕркелеме пулăшаттăм.

- Эсĕ культура сукмакĕпе мĕншĕн харсăррăн утнине халĕ аван ăнкартăм.

- Анне çемье çавăрса виçĕ ачаллă пулсан Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинче пĕлÿ пухнă, пĕр вăхăтрах ĕçленĕ те, вĕреннĕ те. Атте ăна пур енлĕн пулăшнă. Вăл ташлама тата юрлама çеç юратмастчĕ, анчах килти мĕн пур музыка инструменчĕ ун аллинче чĕрĕлетчĕ, нотăсене те хăй тĕллĕнех вĕреннĕ. Атте клубри инструментсемпе сĕтел-пукана та туххăмрах юсатчĕ. Анне ял тăрăх маçтăр шыраса утман. Халь акă шăллăм атте вырăнĕнче. Унăн алли те аттенни пекех ылтăн. Пĕтĕм ял ун патне пулăшу ыйтма пырать.

- Пĕчĕк чухне аннÿ Валентина Владимировна сире пултарулăхпа çыхăннă мĕнлерех вăрттăнлăхсене уçса пачĕ?

- Вăрттăнлăхсем-ши вĕсем? Юрласси, тĕрлĕ инструмента «калаçтарасси» - йăхран йăха куçакан пултарулăх. Эпир çемйипех гитара калама пĕлетпĕр, икĕ пичче те питĕ ăста купăсçă. Асаттепе асанне вĕрентекенсем пулнă: Варвара Константиновна тава тивĕçлĕ учитель ятне илейнĕ, Георгий Тарасовичăн кăкăрĕ çине Ленин орденне çакнă.

- Кукаçупа кукаму та ялта ятлă çынсем пулнă тенĕччĕ эсĕ.

- Кукамай Александра Ильинична - ялти пĕрремĕш хĕрарăм тракторист, арçын пекех вăйлă пулнă, 82 çулта чухне те çамрăксемпе тан утă çулнă, мĕн виличченех ĕне усранă, 90 çулчченех çĕр пичĕ çийĕн çирĕп утса çÿренĕ. Чăваш делегацийĕ шутĕнче йĕлтĕрпе Горький хулине çитнĕ, Михаил Калинина съездра парне панă. Кукаçи Владимир Кузьмич вăрçă хыççăн колхозра кукамай пекех трактористра тăрăшнă.

- Эсĕ хăвна чăваш эстрадинче те ÿркенмесĕр шыратăн. «Мираж» ушкăн валли юрăсем хайлани пирки «Çамрăксен хаçатĕнче» вуланăччĕ.

- Мана чăваш эстрадине ятлани питĕ кÿрентерет. Мĕншĕн тесен кашни юрăç хăй тĕллĕн, хăй пĕлнĕ пек тапăлтатать. Пулăшас вырăнне эстрадăна ура хураççĕ, шăл йĕреççĕ, йĕкĕлтеççĕ, такăнтараççĕ. Тĕрĕссипе, паянхи чăваш эстрада юхăмĕ чăвашлăха упраса хăварас ĕçре çирĕп вăйсенчен пĕри. Халăх театра сайра çÿрет. Концертсене вара ватти-вĕтти те пухăнать, чăвашлах юрлать, ташлать, фойере тăван чĕлхепех калаçать. Чăваш эстрада артисчĕсем Раççейри мĕн пур чăваша чăваш пулма пăрахтармаççĕ, тулайри йăхташăмăрсем патне çитсе тăван халăх юрри-кĕввипе хавхалантарса çунатлантараççĕ. Эстрада юхăмне сивлес вырăнне кирлĕ сĕнÿсемпе пулăшасчĕ.

- Хальлĕхе чăвашсен хушшинче юрлакалатпăр-ха, анчах пире Раççейĕн пысăк сцени çине кăларасшăнах марри куç кĕрет. Тутарсен Алсу, Дина Гарипова пур. Пĕр шухăшласан - Мускав чиновникĕсен хушшинче мĕн чухлĕ чăваш ăшă пукан йышăнать, нивушлĕ вĕсене тăван халăх шăпи кăсăклантармасть?

- Вĕсене паян урăх ыйтусем канăçсăрлантараççĕ курăнать.

- Эсĕ Раççей шайне çĕкленме пултарнăшăн савăнам-ха!

- Çĕкленсех çĕкленейрĕм-ши? 2003 çулта манăн ун чухнехи продюсер Сергей Скрижицкий Мускаври тусĕсем урлă «Мираж» солисткипе Маргарита Суханкинăпа паллашнă. Вăл ăна манăн юрăсене итлеттернĕ. Паллă артист пĕр эрнелĕхе Шупашкара килсе эпĕ хайланă 13 юрра Радик Иванов студийĕнче чĕм кĕртрĕ, 3 юрра «Просто Мираж» аудиоальбомĕ валли суйларĕ, ыттисене тĕрлĕ юрăç альбомне вырнаçтарчĕ. Манăн архивра 2 аудиоальбом упранать.

- Раççей шайĕнче тухнă аудиоальбома алла тытсан чунра еплерех туйăм «ташларĕ»?

- Хама лăпкă тытрăм. Тĕрĕссипе, эпĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнче çĕр-шыври паллă «Левостороннее движение» эстрада ушкăнĕпе те туслашнăччĕ. Анвар Тляуберзин Шупашкарта Сергей Марков студийĕнче эпĕ кĕвĕленĕ 5 юрра пуян сассипе илемлетрĕ. «Не надо слез» тата «ЛСД» аудиоальбомсене кĕртрĕ.

- Санăн çитĕнĕвÿсем çинчен сахал çын пĕлет.

- Мĕн мухтанмалли пур кунта? Кулленхи ĕç. Манăн юрăсен телейĕ - тĕнче шайне тухма пултарни çеç. Тепĕр тесен, Чăвашра мансăр та эстрада валли юрă хайлакан нумай... Юлашки çулсенче çамрăксенчен Константин Рязанов палăрчĕ. Пуласлăхĕ пысăк унăн. Типшĕм Сашука та айккине пăрса хăварас килмест. Унăн юррисене юратаççĕ, мĕншĕн тесен Сашук халăх чунне туять.

- Унăн чăваш пурнăçĕпе çыхăннă философи сăввисене Марина Карягина поэт та ырлать. Шел те, профессионал мар хăш-пĕр сăвăç поэзи шайне çĕр çумнех антарса лартать. Ăста юрăçсем вĕсен сăввисене юрра хывни мана питĕ тĕлĕнтерет.

- Йăла шайĕнчи тата сăмах купинчен тăракан юрăсем халăх патне питĕ хăвăрт çитеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем питĕ ансат, залра ларакан та, диск итлекен те кун пек юрăсене хăвăрт ас туса юлать, пĕрле ĕнĕрлеме пуçлать. «О, ман çинчен юрлать», - текенсем те тупăнаççĕ. Кунта эпĕ начаррине çеç мар, лайăххине те куратăп. Итлекен-куракан чунран савăнать, хавхаланать, киле çĕкленÿллĕ кăмăлпа таврăнать. Çÿллĕ шайри поэзи вĕсене хумхантарманшăн хурланар мар...

- Сирĕн çемьере кам хуçа?

- Упăшкаран ыйтас пуль /йăл кулать/. Ахăртнех, пирĕн çемьере демократи. Кун-çулăма сценăпа çыхăнтартăм та мăшăрăм манăн пурнăçпа пурăнма пуçларĕ, вĕрентекен ĕçне пăрахса çемье студине уçрĕ.

- Кашни сăвăçах, кашни композиторах мăшăрне халалласа пĕр-пĕр ĕç хатĕрлет, эсĕ те ыттисенчен юлмастăн ĕнтĕ...

- Валентина Тараватăн «Эс пурри вăл телей» сăвви чуна выртрĕ, упăшкана халалласа юрă кĕвĕлерĕм. Пĕррехинче Олег ĕçпе Чĕмпĕре темиçе кунлăха кайрĕ. Ывăла садике леçрĕм те пÿртре пĕчченех юлтăм. Чуна тунсăх чаршавĕ карса илчĕ. «Пĕччен» юррăн сăвви те, кĕвви те хăйсемех çуралчĕç.

- Олегпа юнашар 21 çул кашни кун пĕрле. Ывăнса çитмерĕн-и ку юратуран?

- Мĕн эсĕ?! Олега кунран-кун ытларах хисеплетĕп, юрататăп. Вăл - манăн пурнăç.

- Енчен те сана шкулти пек «Эпĕ президент пулас тăк...» сочинени çырма сĕнсен унта мĕн пирки шăрçалăттăн?

- «Чăваш йăли-йĕркине упраса хăварассине мала кăларма тăрăшăттăм...»

- Пĕлетĕн-и: эпĕ мĕн çырăттăм? «Манăн чи пĕрремĕш хушу çапларах пулĕччĕ: «Раççейри сахал йышлă халăхсене упраса хăварас тесе вырăнти чиновниксене пурне те икĕ чĕлхе вĕренме хушăп, документсене вырăнти чĕлхепе çырмалла, 1-мĕшĕнчен пуçласа 11-мĕш класс таран тата аслă шкулсенче ачасемпе çамрăксене мĕн пур предметпа вырăнти чĕлхепе вĕрентмелле». Çапла майпа эпĕ хам валли вилĕмсĕрлĕх палăкĕ лартăттăм».

- Санăн фантаст сăвăç пулмалла. Тепĕр тесен, сăмахусенче тĕрĕслĕх пурах, вырăнти халăха çав наци йăла-йĕркине ăса хывса ÿснĕ çын çеç ăнланма пултарать.

- Чăваш культурин пуласлăхне куратăн-и?

- Халăхра чăвашлăх тепĕр икĕ ăруран пĕтет текен сăмах-юмах çÿрет. Çакна чун йышăнмасть. Пирĕн пуласлăх çук тени эпир хамăрăн паянхи ĕçе хакламанни, хамăра юратманни, хисеплеменни. Кар çĕкленсе ачасемпе чăвашла калаçар, йăла-йĕркене тымарлатар, культура шайне ÿстерер. Тĕнче тĕлĕнсе тăтăр. Ун чухне чăваш культурине нимĕн те хăратаймĕ.

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.