- Чăвашла верси
- Русская версия
Малашлăх çинчен шухăшласа ыйхă çухатнисем
2012 çулхи çу пуçламăшĕнче Шупашкарти Мясокомбинат тăкăрлăкĕн 7-мĕш лини урамĕнче пурăнакансем пирĕн пата пулăшу ыйтса çырнăччĕ. Аса илтеретĕп, маларах «поселок» тенĕ çак вырăнта çынсем 40 çула яхăн пурăнаççĕ. Хăмаран çапса тунă «засыпушкăсем» вырăнне капмар пÿртсем çĕкленĕ вĕсем. Анчах çурт-йĕре те, çĕре те харпăрлăха куçарма ирĕк памаççĕ. Ку ыйтупа халăх тĕрлĕ инстанцие çитнĕ. Çав вăхăтра «Лидер» организаци, аукционра çĕнтернĕ май, Калинин районне кĕрекен Эгер бульварĕпе, Ленин комсомолĕн урамĕпе, Машина тăвакансен тăкăрлăкĕпе чикĕленекен лаптăка çĕрпе тикĕслеме палăртнине, унтан çак вырăнта нумай хутлă çуртсем хăпартма йышăннине асăннăччĕ. Виçĕм çулах гаражсене илме пуçланăччĕ ĕнтĕ. 19,25 гектар çĕр çинче кĕç-вĕç пĕрремĕш никĕс яма хатĕрленетчĕç. Çакăнта тĕпленнĕ халăха ăçта вырнаçтарассине кăна уçăмлатайманччĕ ун чухне. Пирĕн хаçатра «Шанхай» «партизанĕсем», е Çынсен шăпине кам çырать?» статья пичетленнĕренпе нумай шыв-шур юхса кайрĕ. Вулакансем лару-тăрупа кăсăклансах тăнăран çивĕч çак ыйтăва тепĕр хут çĕклеме тĕв турăмăр.
Влаç çыннисен хăш хуравне ĕненмелле?
Икĕ çул каяллах, статья çырма пуçличчен, Шупашкар хула администрацине çырупа тухнăччĕ, хăйсем тĕллĕн çĕкленĕ çуртсенче пурăнакансен шăпине татса пама ыйтнăччĕ. «Шупашкар Хула депутачĕсен Пухăвĕ 2004 çулхи раштавăн 8-мĕшĕнче тата 2005 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче çирĕплетнĕ Шупашкар тĕп планĕпе, çĕрпе усă курмалли тата çурт çĕклемелли йĕркепе килĕшÿллĕн çак лаптăк промышленноç предприятийĕсен санитарипе хÿтлĕх зони шутланать. Унта уйрăм çурт хăпартма юрамасть...» - ăнлантарнăччĕ пире. Çĕре маларах аукцион урлă сутни, «Лидер» организаци ытларах укçа пани пирки пĕр сăмах та каламан. Çакна мĕн сăлтавпа пытарнă-ши? Тĕрĕссипе, пулас микрорайон проекне ун чухнех шыраса тупнăччĕ, хаçатра пичетленĕччĕ. «Санитарипе хÿтлĕх зонине» аукционра мĕнле саккунпа килĕшÿллĕн сутнă? Ăнланмалла мар...
Татах Шупашкар хула администрацийĕпе çыхăнма лекрĕ. Промышленноç предприятийĕсен санитарипе хÿтлĕх зонинче çурт çĕклеме ирĕк пур-и вара? Шупашкар хула администрацийĕн архитектура тата хула строительстви енĕпе ĕçлекен пуçлăх çумĕ Денис Майоров алă пуснă çыруран çакă паллă: 19,25 гектар лаптăк çинче строительство пуçласси çинчен администраци 2011 çулхи раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнчех «Лидер» организаципе килĕшÿ тунă. Çак документра палăртнă тăрăх, «Лидерăн» хăйсем тĕллĕн хăпартнă çуртсенче пурăнакансене хăтлă кĕтеспе тивĕçтермелле. Пурăнмалли çурт-йĕр кодекс йĕркине пăсма юраманни çине пусăм тунă. Унсăр пуçне халăха темиçе ăстрăмпа куçармаллине çирĕплетни пирки те асăннă çырура. Çакна уçăмлатмашкăн «Лидер» организаципе çыхăнма сĕннĕ. Кама, ăçта миçе тăваткал метр лаптăкпа тивĕçтерессине халăхăн, паллах, пĕлес килет. Çакăн тавра организацин строительство директорĕпе Алексей Лапшинпа калаçасшăнччĕ. «Лидер» ĕçченĕсем пуçлăх командировкăна кайнă терĕç, ыйтусене электрон çырупа ярса пама хушрĕç. Алексей Юрьевичăн хуравĕсемпе хаçатăн çитес номерĕсенчен пĕринче паллаштарăпăр.
Пĕрремĕш çурт никĕсĕ
«Лидер» организаци массăллă информаци хатĕрĕсем урлă «Кувшинка» микрорайонта пая кĕрсе хваттер туянма май пуррине пĕр вĕçĕм аса илтерет. Мĕнех, вырăнĕ лайăх. Нумай хутлă çуртсенче пурăнма килĕшекенсем те хальччен тупăннă ахăр.
Гаражсем вырăнĕнче пĕрремĕш çурт никĕсне янă ĕнтĕ. Çулталăк пуçламăшĕнчех ĕçе пуçăннă строительсемшĕн - хĕрÿ вăхăт. Карта тытнă вырăнтан шăв-шав илтĕнет. Тÿпенелле кармашакан крансем ĕçлени курăнать.
«Шкапри черккесем те пĕр-пĕринпе перĕнсе сасă кăлараççĕ», - тет стройкăран 30 метрта пурăнакан Зинаида Ильина. 2007 çултанпах çĕре харпăрлăха куçараймасăр хăшкăлать хĕрарăм. Çаплипех шанăçа çухатмасть, ваккат тытма укçа шеллемест вăл. Çитес вăхăтра унăн ĕçне черетлĕ хут судра пăхса тухĕç.
Унччен эпир унпа «Лидер» организацине çитсе килме палăртрăмăр. Сăмах май, çурт лартакансене Зинаида Ивановна хăйĕн докуменчĕсен копийĕсене паман. Вĕсен условийĕсене йышăнманнине пĕлтерет çакă.
Кам хÿтĕлĕ?
2012 çулта пĕр пÿлĕмре вырнаçнă организаци юлашки вăхăтра вăй илнине кашниех асăрхĕ. «Шанхайра» пурăнакансен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалиста шыраса тăваттăмĕш хута хăпартăмăр. Коридорти стена çинчи «Кувшинка» микрорайон проекчĕ хăех мăнаçлă курăнать. Унта палăртнă тăрăх, çак лаптăкра 3883 хваттер хута кайĕ, 6500 ытла çын хăтлăхра пурăнĕ. Çавнашкалах канупа спорт вырăнĕсене çирĕплетнĕ. Ача сачĕ те, шкул та пулĕ. Хальхинче ку çуртри кашни хутри пÿлĕмсене «Лидер» организаци йышăннине курса тĕлĕнтĕмĕр. Кур-ха: пĕр пÿлĕмрен ăçта çити ÿссе çитнĕ! Çурт-йĕр çĕклесси тупăшлă курăнать...
«Манăн та, икĕ ачан та прописка пур. Пире çĕнĕ çĕрте мĕн пысăкăш хваттер тивĕçĕ?» - калаçăва пуçларĕ ĕмĕр тăршшĕпе тенкĕ çумне пус хушса пуçтарнă укçапа йăва çавăрнă Зинаида Ильина. Ахальтен мар унăн çурчĕ кермен пекех мăнаçланса ларать, пахчинче темĕн тĕрлĕ çырла çитĕнет.
«Сирĕн çемьене 30 тăваткал метр уйăрса парăпăр», - ăнлантарать «Лидер» ООО представителĕ. 2012 çулта йĕркеленĕ пухура та пĕрне пĕчĕк хваттер, теприне пÿлĕм лекесси пирки каланăччĕ.
Çынсене 5 ăстрăмпа куçарма палăртнине пĕлтĕмĕр. Ильинсене иккĕмĕшне кĕртнĕ.
«Пропискăсăррисене кам хÿтĕлĕ? Вĕсене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерĕç-и?» - ĕç-пуçа уçăмлатас килчĕ пирĕн. «Вĕсен тĕлĕшпе ыйту татăлман», - пулчĕ хурав. Зинаида Ивановна документсене илсе килменнине пĕлсен пирĕнпе сыв пуллашма васкарĕç.
«Карта хыçĕнче хамăн çуртрах хăварĕç-и тен?» - шÿтлесе те, пăшăрханса та калаçать тивĕçлĕ канури хĕрарăм. Çапах шанăç çухатманни вăй парса тăрать ăна. Сăмах май, тĕрĕслĕх шыраканскер хăйĕн çемйи пурăнакан лаптăк чиккине Çĕр кадастрĕнче шута илтернĕ. Çакă ку вырăна хула карттине кĕртме май парать.
Мĕн кĕтет çынсене?
«Шанхайра» пурăнакансенчен чылайăшĕ канăç çухатнă. «Малашлăх çинчен шухăшласах ыйхă çĕтрĕ», - теççĕ çынсем. Çав вăхăтрах хăшĕ-пĕри хăнк! та тумасть. Аркату хумĕ ку тăрăха пырса çапмасть тейĕн. «Эпир кар! тăрăпăр та хамăрăн çурт-йĕре çĕмĕрме памăпăр», - палăртса хунă хайхисем. Вĕсен ят-шывне пĕлесшĕнччĕ - каламарĕç.
«Эпир çакăнти çуртра пĕрле пурăнма пуçланăранпа 10 çул та иртрĕ. Ялта атте-анне патĕнче пропискăра тăратпăр. Уйрăлса тăван килсене таврăнмалла-и пирĕн?» - чун ыратăвне пайлать çăмăл машинăпа килсе чарăннă мăшăр. Чăнах, арăмĕпе упăшкине уйрăм кĕтеспе тивĕçтересси иккĕленÿллĕ.
Ивановсем, тĕслĕхрен, 24 çул каялла çурт илнĕ. Унтанпа çĕнетнĕ, хăтлăлатнă ăна. Мăшăр икĕ ача çуратса ура çине тăратнă. Вĕсем те малашне пĕр пÿлĕмлĕ хваттерте хĕсĕнсе пурăнасшăн мар.
Кондратьевсен çемйи укçа хушса пысăкрах хваттер илме хирĕç мар. Пĕччен пурăнакан Елизавета Захаровăна пĕр пÿлĕмли чух кăна. Çавăнпах кăмăлсăрланнине кăтартмарĕ вăл.
Семеновсен çемйи пысăк. Халĕ кил хуçипе арăмĕ, икĕ хĕрĕ, икĕ мăнукĕ валли вырăн çителĕклех. «Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн пире виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерпе тивĕçтермелле», - çине тăрать кил ăшшине упракан.
Ача çуратма хăрамаççĕ
Пĕр ушкăна пуçтарăннă çынсем унталла-кунталла хутлакан палламан çамрăка тÿрех асăрхарĕç. Кама шырать вăл? «Лидер» представителĕ Сергей Иванов ĕçпе çÿрет иккен. Строительство организацине документ леçсе паманнисемпе курса калаçасшăн. Хăй каланă тăрăх, унашкалли - 90 çемье. Вĕсен май пур таран хăвăртрах «Лидерпа» çыхăнмаллине аса илтересшĕн. Çамрăк пирĕнпе сăмах вакласа тăмарĕ, хăйĕн çулĕпе вĕçтерчĕ.
«Лидер» организаци хăш-пĕр çемьепе килешÿ тăвасшăн, çавăнпах кил хуçисене çу уйăхĕн 25-мĕшĕччен офиса пыма ыйтать», - хыпар илсе çитерчĕ çыру валеçекен арçын. Çак çемьесем уççи-хуппине тупма пулăшасса шаннăччĕ, анчах нихăшĕ те чĕннĕ çĕре кайма васкамасть.
Кăçал строительство организацийĕн представитĕлĕсем Раиса Павловăна пĕр районта 30-50 пин тенкĕпе пÿрт илсе пама сĕнсе пăхнă имĕш. Анчах пĕччен пурăнакан хĕрарăм вĕсен условийĕпе килĕшмен. Ватлăхра ăçта кайĕ вăл?
Мясокомбинат тăкăрлăкĕнчи 7-мĕш лини урамĕнчи çамрăк çемьесем демографи кăтартăвĕсене лайăхлатма тăрăшни куç кĕрет. Ашшĕ-амăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ пĕчĕккисемпе уçăлса çÿренине сăнама кăмăллă. Нумайăшĕ ача кÿми тĕксе утать. Эх, канлĕх кăна туптăрччĕ ĕнтĕ çакăнти халăх!
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.
Комментари хушас