Малаллах, çÿлеллех...

11 Ака, 2015

Республикăра спорта аталантарас тĕлĕшпе тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Юлашки вăхăтра кăна 60 яхăн спорт объектне хута ячĕç, çĕнетрĕç. ФСКсем, катоксем, футбол уйĕсем... тумашкăн федераци, республика тата муниципалитет бюджечĕсенчен 4,7 млрд тенкĕ тăкакланă. Кăçал патшалăх пулăшĕвĕпе усă курса Шупашкарта «Олимпийский» стадиона çĕнетесшĕн, Пăр керменĕн строительствине вĕçлесшĕн. Çавăн пекех маунтинбайк центрне туса пĕтерме, биатлон комплексне çĕклеме шантараççĕ. Республикăри спортпа физкультура объекчĕсен йышне çывăх вăхăтрах Çĕнĕ Кăнтăр районĕнчи ФСК пуянлатмалла. Ăна хăпартас ĕçе иртнĕ çулах пуçăннă. Унта бассейна, спортзала, тренажер, фитнес тата бокс залĕсене пĕр харăс 150 яхăн çын çÿреме пултарĕ.

ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников каланă тăрăх, паянхи куна республикăри халăхăн 37,2 проценчĕ физкультурăпа тата спортпа туслă. Ку кăтарту Раççейре лайăххисенчен пĕри иккенне асăнма кăмăллă. Хастарсем ытларах Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш тата Шупашкар районĕсенче иккен. Ыттисем те вĕсенчен юлмаççĕ.

Физкультура объекчĕсене çынсем кăмăлласах çÿрени, вĕсем пушă ларманни те - ĕçлени, тăрăшни сая кайманнине çирĕплетекен кăтарту. Пĕлтĕртенпе уйăхсерен Сывлăх кунне ирттерме тытăнни, ятарлă кунсенче спортзал-бассейна тÿлевсĕр çÿреме пултарни те халăха илĕртетех.

2012 çулхи вĕренÿ çулĕ ачасене çĕнĕлĕхпе кĕтсе илни те асăмрах. Физкультура урокĕн виççĕмĕш сехетне кĕртрĕç ун чухне. Вĕренÿ кичем ан ирттĕр, ачасене хавхалантартăр тесе ăна аэробикăпа, ритмикăпа, шывра ишессипе е спорт вăййисемпе улăштарма ирĕк пачĕç. Çавна май «Ташлакан шкул», «Эпĕ ишме пĕлетĕп» проектсем те старта ăнăçлă тухрĕç.

Çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарма, физкультурăпа туслаштарма мĕнпур майсем туса пама тăрăшаççĕ. Акă шкул ачисемпех çыхăннă тепĕр çĕнĕлĕх - 2014 çултанпа ялта вырнаçнă вĕренÿ учрежденийĕсенче физкультура тата спорт валли тивĕçлĕ условисем тăвас тĕлĕшпе ятарлă проект пурнăçланма тытăннă. Ку пулăшăва пирĕн республика та тивĕçнĕ. Федераци бюджетĕнчи укçа-тенкĕпе пĕлтĕр 40 спортзалпа урамри 2 площадкăна юсанăччĕ. Кăçал Чăваш Енри тата 27 шкул çакăн пек çăмăллăха тивĕçĕ.

Паянхи куна ялта пурăнакан ачасенчен 28,5 проценчĕ шкулти спорт секцийĕсене çÿрет. 23,2 проценчĕ ку тĕллевпе тĕрлĕ спорт шкулĕпе организацине çитет. Ялти шкулсенче вĕренекен 209 ача пĕлтĕр спортăн 1-мĕш разрядне тивĕçме пултарнă. 21 çын - спорт мастерĕн кандитачĕ пулса тăнă. Пĕри спорт мастерĕ ята илнĕ.

Çулсеренех республикăра 300-е яхăн спортпа физкультура мероприятийĕ иртет. Спортсменсем те çĕршыв, Европа, тĕнче шайĕнчи ăмăртусене тухсах çÿреççĕ. Чемпионсен йышĕнче чăваш ячĕ те час-часах илтĕнни, паллах, мăнаçлăх кÿретех.

Юлашки çулсенче республикăра волейбол, баскетбол, хоккей, футбол вылясси те вăй илет. Акă Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Йĕпреçре, Çĕмĕрлере çĕнĕ футбол уйĕсем йĕркелерĕç. Кăçал вĕсен йышне Вăрнарпа Канашрисем пуянлатмалла. Ку тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 8,5 млн тенкĕ куçмалла. «ДЮСШ-Чувашия» команда 2014 çулта Раççей кубокĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Массăллă спорта аталантарас тĕллевпе çĕнĕрен те çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Республикăра пысăк шайри тĕрлĕ ăмăрту иртни те Чăваш Ен сумне ÿстерет. 2014 çулхи «Раççей - спорт çĕршывĕ» форум та спорт пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварчĕ. Кăçал пысăк тепĕр мероприятие хатĕрленетпĕр: çĕртме уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарти «Олимпийский» стадионта çăмăл атлетикăн Европа чемпионачĕ иртĕ. Вăл ентешĕмĕрсен ячĕсене çÿллĕ шая çĕклессе шанатпăр. Эпир вара вĕсемпе кăштах та пулин танлашас тесе сывă пурнăç йĕркине пăхăнма, «хускану - пурнăç» девиза йышăнма ăнтăлăпăр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.