Людмила САЧКОВА: Унччен сăнанă çынсем халĕ хайлавăмсенче сăнарланаççĕ

12 Раштав, 2017

Людмила Сачкова Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿртре çуралса ÿснĕ. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхи уйрăмне кĕнĕ. Алла диплом илсен икĕ çул Елчĕк районĕнчи Кушкă шкулĕнче тăван чĕлхепе литературăна вĕрентнĕ, унтан «Коммунизм ялавĕ» хаçата ĕçлеме куçнă, ревизи корректорĕнче вăй хунă. Каярахпа «Пике» журналта, 13 çул Чăвашрадион литературăпа драма передачисен редакторĕнче ĕçленĕ, писательсемпе артистсен пултарулăхĕ çинчен радиокомпозицисем йĕркеленĕ, республикăн культурăпа искусство пурнăçне çутатнă, йăхташсем пурăнакан регионсене тухса çÿренĕ. 2005-2006 çулсенче «Хыпар» хаçатра информаци пайĕн редакторĕнче, 2010-2013 çулсенче Шупашкар районĕнчи «Тăван Ен» хаçат редакцийĕн пай пуçлăхĕнче вăй хунă, халĕ, тăватă çул ытла, — Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн редакципе издательство пайĕн техника редакторĕнче.

Ахпÿрт хĕрĕ — маттур хĕр. Çак сăмахсем Людмила Сачкова çинчен. Тĕрĕссипе, эпĕ ăна Люда, Людмила тесе чĕнме те пултаратăп, мĕншĕн тесен эпир — тантăшсем, университетра пĕр ушкăнра вĕреннĕ. Журналистикăра та çывăх темăсене, ыйтусене хускатнăран пĕр-пĕрне начар мар пĕлетпĕр. <...>

Утатпăр вăтăра — çитетпĕр… Вăхăт пĕр шелсĕр иртет. Кунсем ача чухнехинчен тем чухлĕ кĕскерех пек туйăнаççĕ. Людмилăпа пĕрле ăçта кăна çитсе курма тÿр килмерĕ-ши? Мускав, Пушкăртстан, Тутарстан, Мари Эл, Ульяновск… 1999 çулхи кăрлачăн 14-15-мĕшĕсенче Самар облаçĕнчи Çĕнĕ Эштепен ялĕнче Сурхури уявне кайса килни те асрах-ха. Иксĕмĕре Светлана Давыдова хăйĕн килĕнче йышăннăччĕ. Светлана Егоровна, ялти шкулта вĕрентекенскер, сала пурнăçĕпе паллаштарнăччĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче унта 140 çурт пулнă, 478 çын пурăннă. Хĕрĕх çулта 83 çурт хупăнни тата пурĕ те 279 çын кăна юлни çинчен кулянса каласа кăтартнăччĕ. Халĕ миçен юлнă-ши Çĕнĕ Эштепенре? Вырăнти халăх пултарулăх коллективĕ шăрантарнă юрăри çак йĕркесем те питĕ пăшăрхантарнăччĕ: Самар шывĕ юхать, ай, сарăлса, Сарă хăмăш юлать, ай, авăнса. Эпирех ялтан тухса кайсан Пирĕн тăван юлать, ай, хурланса…

Литература каçалăкĕнче. Тантăшăм илемлĕ литература валли те вăхăт тупать. Пултарулăхĕн, ăсталăхĕн вăрттăнлăхне халĕ те пĕлместĕп, анчах унăн çăл куçĕ типмессе шанса тăратăп. Вăл «Чĕкеçĕм, чĕкеç» /1996/, «Ытарайми куçсем» /2000/, «Шăпăрлан» /2003/, «Çеçен хирти ир» /2012/, «Ăс-хакăл хăвачĕ» /2015/ кĕнекесен авторĕ. Унăн хайлавĕсем «Утăм» /1990/, «Дети леса» /2016/, «Не переводом единым» /2017/, Чăваш литературин антологийĕсенче /2003, 2015/, «Тăван Атăлпа» «Ялав» журналсенче, «Хыпар» хаçатра кун çути курнă. Чăваш чĕлхипе литература учебникĕсене Людмила Николаевнăн «Пасара кайнă чух», «Кĕтÿ хăваланă чух», «Çиçĕм Натюш», «Пыра ларнă çăкăр», «Ăмсану» тата ытти калавĕ, «Шăпăрлан», «Чĕкеçĕм, чĕкеç» пьесисем кĕнĕ. Республикăри профессионал театрсем унăн 5 ĕçне сцена çине кăларнă, унсăр пуçне Самар облаçĕнчи халăх театрĕсем те спектакльсем лартнă.

Çакна та палăртса хăвармалла: вăл 2003, 2012 çулсенче республикăри театрсен хушшинче ирттерекен «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсра «Çулталăкри чи лайăх драматург» номинацире çĕнтернĕ.  <...>

ТАТА ПĔЛЕС КИЛЕТ

— Людмила, хăвна ытларах кам пек туятăн: журналист е писатель?

— Çулсем иртнĕçемĕн писатель пек ытларах туятăп.  <...>

— Истори романĕ çырма мĕн хистерĕ?

— Мана хамăр ялти çынсен хушамачĕсем тахçантанпах канăç памастчĕç: мĕншĕн тĕрлĕ наци хушамачĕ нумай? Сăмахран, Армянов, Казаков, Калмыков, Каримов, Китай, Киргизов, Евреев, Иракин, Руссаков, Цыганов тата ытти те. Ăçтан, епле пулса кайнă вĕсем? Ял тавра пĕлÿçи, шкул директорĕнче ĕçленĕ Ксенофонт Лекарев ял историйĕ çинчен «Тăван ялăм, савнă ялăм» кĕнеке çырнăччĕ. Пĕррехинче вăл мана çапла каланăччĕ: «Пирĕн ял историйĕ питĕ пуян. Люда, атя-ха иксĕмĕр пĕрле роман çырар». Ун чухне çамрăк пулнă, килĕшмерĕм. Халĕ институтра ĕçленĕ май халăхăмăрăн кун-çулĕ çинчен çырнă монографисемпе паллашатăп. Ял историйĕпе те ытларах та ытларах кăсăкланма пуçларăм. Хамăр йăхăн пурнăç йывăçне 9 сыпăк таран турăм. <...>

— Радиора та, хаçатра та вăй хунă. Хăшĕнче хăвна хăтлăрах туяттăн?

— Паллах, радиора. Сассăм эфирта илемлĕн янăратчĕ. Ятарласа хама курма пыратчĕç — каччăсем те, карчăксем те… «Шураппа» радиокăларăма хĕрарăмсем уйрăмах юрататчĕç. Урамра сасран палласа пырса калаçатчĕç.

— Енчен те ылтăн пулăран виçĕ ĕмĕт пирки ыйтма май килсен хăшĕсене пурнăçа кĕртĕттĕн?

— Чи малтан сывлăх ыйтнă пулăттăм, унтан ывăла авлантарăттăм, мăнуксем ыйтăттăм.

— Хăв та асамçă пулнă тăк çĕр çинчи хăш çитменлĕхе пĕтерĕттĕн?

— Вăрçă-харçа, ултава тата вăрлассине. <...>

Тулли верси...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.