Ломоносов пек пулма ĕмĕтленекен Настя

28 Çу, 2015

Тăваттăмĕш класра вĕренекен Настя Игнатьева Михаил Васильевич Ломоносов ученăй пек пулма ĕмĕтленет. Математика предметне юратаканскер урокра та пултаруллă. Темĕнле йывăр задача хуравне те чи пĕрремĕш шутласа тупать. Пĕрре мар тĕрлĕ олимпиадăна кайса пултарулăхĕпе палăрнă. Шкул, класс ятне çÿлте тытнă.

- Аттене хывнă эпĕ, вăл та математикăна çав тери юратнă. Унăн сулмаклă сукмакĕпе мăнаçлăн утатăп, - тет Настя.

Шкула пĕр сиктерми çÿрет вăл. Чирлесен те килте лартаймăн ăна. Çаплипех тус-юлташĕсемпе пĕлÿ çуртне васкать.

- Шкултан пĕр кун та юлас килмест манăн. Ара, вĕрентекен ăнлантаракан кашни темăна ăша хывмалла-çке. Ахальтен мар ваттисем каланă: «Кая юлсан каю шăтатать», - текен каларăша кĕнекене кĕртнĕ. Çавнашкал ăса вĕрентекен сăмахсене яланах асра тытатăп эпĕ. Вĕсем мана пурнăçра çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ туса пыма пулăшаççĕ. Çитменнине ученăй пулас ĕмĕт канăç памасть, - тет пур çĕрте те палăракан Настя.

Хĕрача халĕ каникула чăтăмсăррăн кĕтет.

- Çуллахи кун ĕçĕ нумай-ха. Икĕ ĕне усратпăр та касăва каймалла. Чăххи-чĕппи те сахал мар. Кунне вăтăр çăмарта пуçтаратпăр. Тепĕр чух чăх кăтиклетсе сарай тăрринчен вĕçсе ансанах савăт илсе унталла васкатăп. Шурăскерсене пĕчĕк витрене тултарсан чун хĕпĕртет. Ара, çăмартапа тем те янтăлама пулать-çке: кукăль, çĕрулми нимĕрĕ, тĕрлĕ салат... Тĕрĕссипе, ĕçлемесĕр нимĕн те пулмасть-ха. Тар тăкмасăр сĕтел çине çăмартасем те пырса выртаймаççĕ, - тет хастар хĕрача.

Пушă вăхăтра хĕрача йытă çурипе выляма кăмăллать. Эх, чупать вара пĕчĕкскер Настя хыççăн.

- Хам-хам чи шанчăклă тус. Вăл мана юратать, нихăçан та сутмасть, - тет Настя.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.