Литература музейĕнче - "Тăван тавралăх"

20 Чÿк, 2014

Декабрĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче Чăваш художникĕсен союзĕн членĕн Анна Брагинăн картинисенчен йĕркеленĕ курав уçăлчĕ.

Маларах художница алăсталăхĕпе палăрнăччĕ: унăн хăваран авнă лăпăсемпе карçинккисем илемлĕ те усă курма меллĕ, хурăн хуппинчен ăсталанă япалисем илĕртÿллĕ те хăйне евĕрлĕ.

Халĕ ак картинисем те чуна тыткăнламалла пулса тухнă. Тăван тавралăха, ытарайми çутçанталăка сăнлать Муркаш районĕнчи Москакасси тăрăхĕнче ÿссе çитĕннĕ ÿнерçĕ. Анна Васильевнăн ытлашши янкăр мар, лăпкă тĕссемпе ÿкернĕ ĕçсен ячĕсенче те поэзи сисĕнет: "Çил кĕвви", "Чечексен симфонийĕ", "Маннă сукмак", "Пукрав"...

Выставкăна уçнă май музей ертÿçи Ирина Оленкина литература салонĕнче çакăн евĕрлĕ паха куравсем татах та йĕркелессине пĕлтерчĕ. Искусствоведени ăслăлăхĕсен кандидачĕ Юрий Викторов профессор Анна Брагинăна ăсталăхне тата шалти вăй-хăватне кура картинисен шутне кăна мар, калăпăшне те пысăклатма сĕнчĕ.

Р.ПРОКОПЬЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.