Литература çулĕн айккинче... хăр тăлăххăн

Çаплах тутарсемпе пушкăртсене ăмсанса пурăнĕç-и чăваш çыравçисем?

Раççейри Литература, Чăвашри К.В.Иванов çулталăкĕ вĕçленесси нумаях та юлмарĕ. Пĕтĕмлетме те вăхăчĕ пĕчĕккĕн çитсе пырать. Тен, тума тивĕçли нумайăшĕ асăмăра килмесĕрех юлчĕ пулĕ, пĕрех çак ятарлă çулталăк ăнăçлăхĕ пирки манăн хамăн иккĕленÿ çук. Вăл пире илемлĕ литература пурри çинчен, вăл пирĕн чунсене кирли çинчен аса илтерчех. Хамăрăн тĕп хаçатра пичетленнĕ пысăк статьясенченех е кĕске кăна хыпар-пĕлтерÿсенченех Ивановăн «Нарспийĕ» хальхи ăрусемшĕн те мĕн тери хаклине, унчченхи манăçа тухнă пек пулнă чылай-чылай çыравçа çапах та асран кăларманнине, вĕсене сума сунине курса ĕненме пулать.

Акă Вăрмар район администрацийĕн ĕçченĕсем ирхи канашлу умĕн «Нарспи» поэма сыпăкĕсене кашни пĕр-пĕр сăнар пулса вулани тĕлĕнтерчĕ. Шупашкарти наркологи диспансерĕн ĕçченĕсем пысăк ушкăнпа хăйсен кăмăлĕпе К.Ивановăн тăван ялне Слакпуçа ятарласа кайса килчĕç. Инçетри Оренбург тăрăхĕнчи Абдулино районĕнчи Исайкинăран Анатолий Бутылкин 80 çулран иртнĕ хунямăшĕ виличчен кĕлĕсене чăвашла вуласа курасшăн, ярса пама май çук-ши тесе шăнкăравлать. Красноармейски чăвашне, ахаль ял çыннине, Шупашкара килсен К.В.Ивановăн Атăл хĕрринчи скверне кашнинчех ятарласа çитсе куракана, сăвăçăн ячĕ палăк çинче уçăмлăн, аякранах курăнманни пăшăрхантарать. Илемлĕ литературăна, тăван сăмахлăха хаклани мар-и-ха çакă, тăван чĕлхешĕн пулни мар-и? Шел, пĕлместпĕр эпир халăхăмăр хамăр чĕлхене мĕн вырăнне хунине, пуçлăхсем те пирĕн ниепле те ăнланса çитереймеççĕ чăваша чăваш сăмахлăхĕ мĕн тери кирлине. Ăнланнă пулсан, кĕнекисене ытларах кăларма майсем туса панă пулĕччĕç, çыравçисене те ытларах ĕçлеттерĕччĕç. Тен, Раççейри Литература çулталăкĕпе пĕрлех Чăваш Енре республика Пуçлăхĕн ятарлă Указĕпе К.В.Иванов çулталăкĕ тесе пĕлтерни аслă поэтăмăрăн 125 çулхи юбилейне анлăн палăртнă май чылай çул тăван çыравçăсене курман-асăрхаман пек пулнă, çурăмпа тăнă республика ертÿлĕхĕ çыравçăсен енне çаврăнни, вĕсене ĕçлеме чĕнни, хăвăра ĕçпе - повеç-калавсемпе, публицистика статйисемпе, общество пурнăçне хастар хутшăннипе - кăтартăр тени, халиччен пĕр хусканусăр тăрса хытса-пăнтăхса-тутăхса ларнă литература процесĕн лавне пĕрле туртса вырăнтан тапратар-ха тени пулчĕ? Малалла вулас...

Арсений ТАРАСОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.