ЛИМФА ТЫТĂМĔ ТĔРĔС ĔÇЛЕТĔР

Лимфа тытăмĕн тĕп ĕçĕсем — организма бактерисенчен, вируссенчен, наркăмăшсенчен хÿтĕлесси, белоксене, тăварсене, шыва тĕртĕмсенчен юна тавăрасси. Тĕпрен илсен, пирĕн иммунитет мĕнле пуласси те вăл тĕрĕс ĕçленинчен нумай килет. Лимфăна тасатма пулăшакан чи ансат та витĕмлĕ мелсемпе паллаштаратпăр.

Тăпăрчă шывĕпе кефир

1-мĕш кун. Çăмăл апат, çывăрма выртиччен 2 сехет маларах — тасатакан клизма.

2-мĕш кун. Ирхине 2 стакан тăпăрчă шывне 1 чей кашăкĕ тăвар ярса ĕçмелле. Кунĕпе нимĕн те çимелле мар, çусăр кефир /е йÿçеклĕх пĕчĕк пулсан — ряженка/ кăна ĕçмелле.

3-мĕш кун. Тăвар хушнă 2 стакан тăпăрчă шывĕ ĕçмелле. Кунĕпех апат çимелле мар, тин юхтарнă улма-çырла, пахча çимĕç сĕткенĕсем ĕçмелле.

Яланхи рациона майĕпен, организма йывăр çимĕçсемпе канăçсăрлантармасăр таврăнмалла. Лимфăна тасатмалли процедурăсене тепĕр уйăхран кăна çĕнĕрен ирттерме юрать.

Юрамасть: варвитти туртăмĕ пулсан /тăпăрчă шывĕ вар-хырăма çемçетет/, организм йышăнмасан.

Вĕлтрен шĕвекĕ

Вĕтетнĕ чĕрĕ 3 апат кашăкĕ вĕлтрен çулçине 2 литр вĕри шыва ямалла, савăта хупăлчапа витсе ăшă вырăна 2 сехете лартмалла. Сăрăхтармалла. Кашни кун 15 сехетрен пуçласа 19 сехетчен 250-300-шер миллилитр ĕçмелле. Курс — 2 эрне. Пĕр уйăх тăхтав тунă хыççăн тепĕр курс ирттермелле.

Юрамасть: юн кĕвелеслĕх пысăк, гипертони, пÿре, гинеколги чирĕсем, венăсем варикозла сарăлни, тромбофлебит, атеросклероз.

Аçтăрхан мăйăрĕпе пыл

Аçтăрхан мăйăрĕн 100 грамм тĕшшине вĕтетмелле, 100 грамм пылпа хутăштармалла, тĕттĕм вырăнта 2 эрне лартмалла. Кунне 3 хут апат умĕн 1-ер апат кашăкĕ çимелле. Курс — 40 кун.

Юрамасть: юн кĕвелеслĕх пысăк, пыршăлăх ĕçĕ пăсăлни, самăрлăх. аллерги.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.