Лидерсемпе тĕл пулса калаçрĕ

10 Нарăс, 2020

"Мана лидерсен йышĕнче пулма ăнтăлакан, стратегиллĕ шухăшлама пултаракан, командăпа ĕçлеме пĕлекен, инноваци улшăнăвĕсене йышăнма хатĕр, чи кирли — социаллă яваплă çынсемпе тĕл пулса калаçма питĕ кăмăллă“, — терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев паян Правительство çуртĕнче „Раççей лидерĕсем“ конкурса виçĕ çулта хутшăннă çынсемпе тĕл пулнă май.

Вăл асăннă конкурса хутшăнмашкăн шăпах çакнашкал пахалăхсем кирлине палăртрĕ. «Раççей лидерĕсем» конкурс Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе виççĕмĕш хут иртнине аса илтерчĕ. Виçĕ çул хушшинче унта 600 пин ытла çын хутшăннă, 2019-2020 çулсенчи конкурса 230 пин ытла заявка тăратнă. Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче Чулхулара «Раççей лидерĕсем» конкурсăн федерацин Атăлçи округĕнчи çурма финалĕ иртнĕ. Савăнтаракан самант — финала Чăваш Республикинчен 4 çын тухнă. Олег Николаев вĕсене ят-хушаматран асăнчĕ: Александр Гатин, Григорий Данилов, Иван Казамбаев, Илья Степанов. «Маларах асăннă пахалăхсем пур çынсемпе пĕрле çыхăнса ĕçлени пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ. Сирĕн пĕлĕвĕрпе ăсталăхăр Чăваш Республики умĕнче тăракан пысăк тĕллевсене татса памашкăн кирлĕ пуласса шанатăп», — терĕ Пуçлăхăн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.

Конкурсăн çурма финалне тĕрлĕ çулта тухнисем хăйсен сĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç, хумхантаракан ыйтусене хускатрĕç.

Олег Николаев кашнин сĕнĕвне шута илессине пĕлтерчĕ. Вăл çак тĕлпулурах 2020 çулта лидерсен республика конкурсĕсене - "Управлени команди" тата "Çамрăк лидерсен команди"- ирттересси пирки калакан указа алă пусрĕ.

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем...

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Комментари хушас