«Лайăх туртакан лашана» алăран вĕçертмен

Вăрмар районĕнчи Аслă Пинерти Лидия Алексеевнăпа Николай Иванович Ефремовсем 56 çул пĕрле кун кунланине пĕлсен тÿрех çакнашкал ыйту çуралчĕ: «Пĕр-пĕрне тÿссех пурăнтăр-и?» «Çук, тÿссе мар, савăнса пурăнатпăр. Тÿпелешсе курман, кăвак пит-куçпа çÿремен», — хуравларĕç хисеплĕ ватăсем.

«Ку салтак хăçан каять?»

Лида аппа та, Николай Иванович та — «вăрçă ачисем». «Аттене тĕлĕкри пек кăна астăватăп. Вăл салтака кайичченех аннепе пĕрлешнĕ, эпĕ çуралнă. 1941 çулта вăл çартан таврăннă. Анне каласа паратчĕ, хам астумастăп. Эпĕ, атте çурăмĕ хыçĕнче çывăраканскер, вăраннă та: «Анне, ку салтак хăçан тухса каять?» — тесе ыйтнă. Çав салтак атте пулнине те пĕлмен, ăна сăнÿкерчĕк тăрăх çеç паллатăп. Аттене тÿрех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине илсе кайнă. Вăл унтан таврăнайман. Çав çулах манăн йăмăк çуралчĕ. Анне урăх качча кайман, 2 ачине пĕчченех ÿстерчĕ. Кайран тепĕр ывăл çуратрĕ», — иртнине куç умне кăларчĕ Лидия Алексеевна.

«Вăрçă вăхăтĕнчи тертлĕ пурнăçа астăватăр-и?» — тесен: «И-и, ачамсем, ăна нихăçан та манас çук. Шкулĕ аякраччĕ пирĕн, çапах 7 класс вĕрентĕм. Кукăр тупань туса паратчĕç те йĕпе-сапара çăпата тÿрех йĕпенместчĕ. Çук пурнăçа пулах çамрăк пуçăма фермăна кайса чикрĕм. Çилĕм пек çыпçăнтăм та пенсие кайичченех ĕçлерĕм», — сÿтрĕ сăмах çăмхине кил ăшши управçи. Малалла вулас...

Алина ИЗМАН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.