Лайăх мар: Константин!

27 Юпа, 2015

Жванецкий «отлично, Константин!» тенине ку тĕслĕхре ирĕксĕрех тепĕр майлă çавăрма тивет - лайăх мар! МЧС тытăмĕн судпа экспертиза учрежденийĕн ертÿçи пулнă Константин Михайлов тĕлĕшпе палăртнă приговор саккунлă вăя кĕнĕ.

ЧР Аслă сучĕ Шупашкарти Мускав районĕн сучĕн кăçалхи çурла уйă­хĕн 13-мĕшĕнче вуласа панă приговорне улăштармасăр çаплипех хăварнă. Михайлова 7 çул та 6 уйăхлăха ирĕклĕхсĕр хăварса çирĕп режимлă колоние ăсатма, шалти служба полковникĕн званийĕсĕр хăварма тата 10 млн тенкĕлĕх штрафлама йышăннăччĕ - çак айăплав вăя кĕнĕ.

Ăна пысăк виçепе взятка илнĕшĕн, должноç майĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн суд умне тăратнă. Тĕпчев çирĕплетнĕ тăрăх - Михайлов хăй ертсе пыракан учреждени ĕçченĕсене саккуна пăсса ĕç вăхăтĕнче хăйĕн хула тулашĕнчи çуртĕнче ĕçлеме явăçтарнă, ĕçлекенсене шалăвăн пĕр пайне хăйне пама хистенĕ, учреждени ячĕпе паракан документсемшĕн взяткăсем - кĕсье телефонĕ, эрех, укçа, çав шутра пысăк виçепе - илнĕ.

Н.АНТИПОВ.

Рубрика: 
Автор: