- Чăвашла верси
- Русская версия
Лавр йывăçĕ
Хисеплĕ редакци! «Хресчен сасси» хаçата юратса вулатăп. Ырă канашсем пичетлени, вулакансен ыйтăвĕсене хуравлани килĕшет. Ултă çул каялла Сочирен пĕчĕкçĕ лавр илсе килнĕччĕ. Метртан та çÿлĕрех çитĕнсе кайрĕ. Апат пĕçернĕ чух çулçине тата-тата яратăп. Иртнĕ кĕркунне хайхине пысăкрах савăта куçарса лартрăм, тăпра хушрăм. Анчах лавр саркаланса ÿсес вырăнне йăшма пуçларĕ: çулçисем çаврăнса пĕтĕрĕнме, хуралма пуçларĕç. Мĕнле çăлса хăвармалла-ши;
Л. Семенов. Красноармейски районĕ, Йÿçкасси.
Пÿлĕмре ÿстерекен лавр йывăçне пыйтă тапăнма пултарать. Ун пек чухне супăнь хушнă табак шывĕпе «1 л шыва 5-10 г табак, 3-5 г супăнь» сирпĕтмелле. Вĕтĕ хурт-кăпшанкă «щитовка» та кăмăллать ăна. Çулçăсем пĕтĕрĕнни ахăртнех çавăнпа çыхăннă та. Супăнь кăпăкĕ пулăшма пултарĕ. Губкăна супăньпе сĕрсе мĕн пур çулçăпа тунана лектерсе тухмалла. Çакăн хыççăн темиçе кунтан лавр йывăçне ăшă шывпа çумалла.
Лавр йывăçĕ пĕтес хăрушлăх пулсан ăна туратĕнчен тепĕр хут ÿстерме май пур. Çуркунне, пуш уйăхĕнче, пĕр çул ÿссе хытнă турата касса «8-10 см» нÿрлĕ хăйăр ăшне чиксе тымарлантармалла. Турачĕ çинче 3-4 çулçă пулмалла. Нÿрĕк тытма турата пленкăпа витме е кĕленчепе хуплама юрать. Тымарлантарнă турата çерем тăпри, компост, хăйăр «3:2:1» хутăшне лартмалла. Тÿрех пысăк чÿлмеке лартмалла мар. Пĕчĕккинче вăл лайăхрах ÿсет. Ăна кунне 1-2 хут шăвармалла. Ÿснĕ вăхăтра уйăхра 1-2 хут минерал удобренийĕпе апатлантармалла. Кĕркунне сайра хутра çеç шăвармалла. Хĕлле ăна чи сивĕ чÿрече ани çине лартмалла.
Комментари хушас