Лаши май пушши, çÿпçи май - хупăлчи
Çак сăмахсем Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Енкĕлтре пурăнакан Бариновсене тÿрремĕнех пырса тивеççĕ. Сергей Егоровичпа Людмила Алексеевна пурнăç çулĕпе 50 çул пĕрле утаççĕ.
Мăшăр ывăлпа хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ мăнуксемпе кĕçĕн мăнуксем те пур ĕнтĕ. Чăтма çук пысăк хуйхă пырса çапсан та Бариновсем тÿснĕ, нихăçан тÿрленейми чĕре суранĕ паян та чуна кăшлать. Аслă ывăлĕ, Саша, кĕтмен çĕртен пурнăçран уйрăлнă. Эпĕ пынă чухне шăпах вĕсем мăнукĕнчен, ывăлĕн ачинчен, туя чĕнсе янă йыхрава илнĕччĕ. Çичĕ теçетке урлă каçнăскерсем унта каяс ыйтăва сÿтсе яватчĕç. Малалла вулас...
Комментари хушас