Лаша кÿлсе мунча кĕртме илсе кайнă

29 Пуш, 2018

Вăрттăнлăх мар: чылайăшĕ ватлăха пĕчченлĕхре ирттерет. Тĕрлĕ сăлтава пула ачи-пăчин, çывăх çыннин тимлĕхĕсĕр, ăшшисĕр юлнă кинемейсемпе мучисем хăйсем тĕллĕнех кăштăртаткалаççĕ. Тăван килтен уйрăласшăн мар вĕсем. Пĕччен пурăнма май çуккисем вара халăха социаллă пулăшу паракан центра çул тытаççĕ е ваттисен çуртĕнче хÿтлĕх тупаççĕ. Пурнăçра нушине нумай тÿссе ирттернĕскерсене унта аван пăхаççĕ.

«Ачуна курса юл»

74-ри Ольга Урмаева Шăмăршăри социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрти стационар уйрăмне çулталăк çурă каялла лекнĕ. Унччен Палтиелти ваттисен çуртĕнче сакăр çул пурăннă. Пĕччен мар вăл, çитĕннĕ ывăлĕ Андрей май пулнă таран килсе çÿреме тăрăшать, пĕрле илсе каясшăн. Анчах амăшĕ хирĕç, кунтах лайăх ăна. Пиллĕкĕн çитĕннĕ вĕсем, анчах ыттисем çĕре кĕнĕ. Пĕрремĕш ушкăн инваличĕн Ольга Александровнăн юн пусăмĕ хăпарнипе куç çивĕчлĕхĕ палăрмаллах чакнă, пĕри, сулахаййи, пачах суккăрланнă. Кун пирки вăл çывăх çыннисемпе юлташĕсене каламан, вăтаннă, куляннă. Йывăр тапхăрта çитĕннĕскерĕн шкулта пĕлÿ илме те май килмен. «Халĕ пурнăçĕ те аван, анчах хам ватăлнă», — ассăн сывларĕ кинемей. Пĕр вăхăт колхозра тăрăшнă вăл, 22-ре кÿршĕ ял каччипе çемье çавăрнă. Хĕрпе каччăлла çÿреме те ĕлкĕреймен çамрăксем. Йĕкĕт чипер те ĕçчен Ульккана лашапа килне çити леçме сĕннĕ те... кÿршĕ ялах вĕçтернĕ. Пĕр-пĕрне унчченех палланă-ха вĕсем, сăмахласа курман мар. Мăшăрлансан йĕркел-лех, килĕштерсе пурăннă.
«Çемье телейне туйма çуралман- тăр эпĕ. Пурнăçри хăш-пĕр саманта аса илсен чунăм ыратать. Пĕр каçхине аннепе атте хăнана кайсан мана кил пăхма хăварчĕç. Мăшăрпа ултă уйăхри хĕрĕмпе Леночкăпа сыв пуллашса тухса кайрăм. Ун чухне вĕсене юлашки хут курасса кам шухăшланă? Упăшка хĕр пĕрчипе канма выртнă та ыйха путсан пĕчĕкскере кĕлеткипе хупланă, тĕпренчĕкĕм сывлаймасăр куçне яланлăхах хупнă. Пысăк инкеке чăтайманран-ши е хăйне айăплă туйнăран мăшăрăм хăйĕн çине алă хунă... Текех çав çуртра пĕр кун та пурăнма пултарайманран анне-атте килне таврăнтăм», — куçĕ шывланчĕ ватăн. Иккĕмĕш хут Виçпÿрт ял çамрăкĕпе мăшăрлансан та телей курайман Улькка. Ача кĕтнĕ вăхăтра пысăк хырăмлăскер аслăк çине улăм хăпартнă, ĕçсĕр ларма хăнăхман-çке. Кун хыççăн çамрăк хĕрарăмăн хырăмĕ ÿкнĕ. Больницăра тухтăрсем: «Ачуна курса юл», — тесе тĕпренчĕкĕн ÿтне хунă курупка йăтса килнĕ. Хуйхăпа хуралнă хĕрарăм ун çине пăхайман, кăмăлĕ пăтраннă.
Ольга Александровна куçĕ япăх курнине мăшăрĕсене систермен, алă ĕçĕ те тунă. Вуçех суккăрлансан та пÿрнипе йĕрлесе алсиш-нуски çыхнă. Кинемей сăмахне малалла тăсрĕ: «Ывăл çуралсан нумаях пурăнмарăм мăшăрпа, вăл ĕçкĕпе иртĕхнĕрен уйрăлтăм. Çитменнине ĕçлеме те юратмастчĕ упăшкам». Шăмăршă районĕн больницинче терапи уйрăмĕнче санитаркăра вăтăр çул ытла вăй хунă Улькка аппа. Ватлăха çывăх çынсемпе ирттерменшĕн ÿкĕнмест ватă, халĕ лăпкăн пурăнма май пурришĕн хĕпĕртет. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.