Лăпкăлăхран вăратрĕ
К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çине çак кунсенче Сергей Найденовăн "Дети Ванюшина" пьесипе лартнă "Ашшĕн ачисем" икĕ пайлă драма тухрĕ. Режиссерĕ - ЧР Патшалăх çамрăксен премийĕн лауреачĕ, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Карпов.
Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче, тĕрĕсрех - 1901 çулта - кун çути курнă хайлав çамрăк режиссера мĕнпе илĕртнĕ-ши. Çапла шухăшлатăп, кирек хăçан та, кирек мĕнле ĕмĕрте те ашшĕсемпе ачисен хушшинчи хутшăну ансат пулман. Аслисем, пурнăç тутине туйса курнăскерсем, тĕпренчĕкĕсенчен пур енĕпе те уйрăларах тăраççĕ. "Пĕр пăт тăвар çинисен" кун-çул опычĕ пысăк, çавăнпа çăмăлттай шухăшлă çамрăксене наччасрах ăс пама васкаççĕ. Çакă вара "симĕссисене" тарăхтарсах ярать, вĕсем-çке - "ухмах мар, тем тума та пултараççĕ", вĕрентме юрамасть!
Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев куçарнă, Чăваш халăх художникĕ Юрий Матросов илемлетнĕ ĕçре те икĕ ăру хушшинчи хирĕç тăру хуçаланать.
Ванюшин килĕ пур енĕпе те кирек кама та тивĕçтермелле, тирпейлĕ, хăтлă, çемье пĕр сĕтел хушшинче апатланать. Пĕр сăмахпа - телейлĕ темелле пек. Анчах кунти пулăмсем урăххине çирĕплетеççĕ, кашнин чунĕ арканнă.
Ванюшин купса /РФ тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕ Геннадий Большаков/, нухрат чирĕпе анранăскер, ачисем пирки те, чунлăхпа йĕркеллĕ хутшăну çинчен маннă темелле. Тем самантра хăйĕн йăнăшне туйса илет, ывăл-хĕрĕн шухăш-кăмăлне ăнланмашкăн, чĕрисем патне çул тупмашкăн ăнтăлать. Анчах кая юлнă иккен. Вăл ăçти-çук çын мар, ăс та, чун хăвачĕ те пур унăн. Мĕн çитмест. Чун канлĕхĕ. Пурнăç парнеленĕ пĕр ачипе те /ÿстернĕ, воспитани панă.../ чĕлхе тупаймасть. Мĕн пулса иртнĕ, мĕн тумалла. Çăлăнăç ăçта. Пуçа мĕн чухлĕ ватсан та уççи-хуппине курмасть. Уçăмлăх вырăнĕнче - пăтрашăну, тĕпсĕр авăр. Мĕн пулăшĕ. Вилĕм.
Ачисем те нушаланаççĕ. Акă Людмила канăçне çухатнă. Ĕçкĕç упăшкине пăрахса килне таврăнать, унтан каллех унпа тухса каять. Сусăр Клавдия та çемьере хăйĕн вырăнне тупаймасăр пÿлĕмрен пÿлĕме çÿрет. Константин та тулхăрашать, малалла вĕренейменнинче ашшĕне айăплама именмест /ăна пулăшас тĕллевпе суту-илÿпе аппаланма тивнĕ тесшĕн. Тĕрĕссипе, тĕп сăлтавĕ - укçана хапсăнни/. Ванюшинăн кĕçĕн ывăлĕ Алексей çеç, тĕрлĕ пăтăрмаха тÿссе ирттернĕскер, пурнăç тĕллевне тупассăн туйăнать, килтен тухса кайса Питĕрте тымар ярать.
Спектакль кăмăл-сипет пахалăхĕсене шута хума, ашшĕ-амăшĕпе ачисен хушшинчи хутшăнусенче тимлĕ пулма хистет. Ку енĕпе режиссер хăйĕн тĕллевне пурнăçланă, иккĕленместĕп, спектакль пур куракана та шухăша яратех. Вăл пирĕн лăпкăлăха хăнăхнă чунсене çĕнĕрен хускатрĕ.
Надежда СМИРНОВА
Комментари хушас