Лана Прусаковăпа Дмитрий Мулендеева 2020/2021 сезон командине кĕртнĕ

29 Çу, 2020

Республикăри Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕн фристайл уйрăмне çӳрекен, Раççей спорт мастерĕсене Лана Прусаковăпа Дмитрий Мулендеева 2020/2021 сезонра фристайл енĕпе слоуп-стайл тата биг-эйр дисциплинăсенче вăй виçме Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышне кĕртнĕ.

Спортсменсене фристайл енĕпе нацин пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ, чăваш фристайл шкулĕн вĕренекенĕ Никита Васильев тата Даниил Калачев хатĕрлĕç.

Раççей Фристайл федерацийĕн президенчĕ Алексей Курашов палăртнă тăрăх, фристайлăн çĕнĕ дисциплинисене ытларах çамрăк ăрăва явăçтарма тăрăшаççĕ. Çĕнĕ сезонра альтернативлă хатĕрленӳ мелĕсем пулассине те пĕлтернĕ вăл, мĕншĕн тесен чикĕ леш енне тухса çӳресси пирки хальлĕхе шухăшламалли те çук.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас